Комментари хушас

17 Авăн, 2018

Çемье ăшши — чун ăшши

«Кур, мĕнле хитре тăхăнтăмăр, халĕ пире сăн ÿкереççĕ, — пиччĕшĕ чарма хăтланнине пăхмасăрах урампа анакан аппăшне хирĕç чупса пырса чĕвĕлтетме пуçларĕç хĕр пĕрчисем. — Сана та ÿкереççĕ. Аттепе аннене те…» Сăмахне вĕçлесе ĕлкĕреймерĕç хайхисем, чи çывăх çыннисене курса вĕсене хирĕç вĕлтĕртетрĕç.
Ку çемьери ачасем пирки «итлемеççĕ» тени тĕрĕсех мар-ха. Кĕçĕннисене аслисем асăрханине хăнăхнă, пиччĕшĕ-аппăшĕ вĕсемпе сасă хăпартса та калаçмасть. Пушшех те, тухса ÿкнĕ- ÿкмен тенĕ пек ĕçе хăнăхаççĕ шăпăрлансем, кун пек чухне кашнин мĕн тумаллине хăйсемех лайăх пĕлеççĕ.

Элĕк районĕнчи Мăн Вылă салинчи Пшанков аслисем — Николайпа Валентина — иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ. 1993 çулта пĕр хушаматлă пулса тăнă. Хĕрарăм çав вăхăтра тытăнкаласа тăнă хуçалăхра, Ульянов ячĕллĕ колхозра, фермăра вăй хунă, арçын тимĕрçĕ лаççинче тимленĕ. Халĕ колхозĕ те çук ĕнтĕ, тимĕрçĕ лаççинче те тăлăх çил çеç шăхăркалать, ĕç шавĕ тахçанах лăпланнă унта. Телее, колхозсем ял хуçалăх производство кооперативĕсене çаврăнсан унăн тилхепине çак тăрăхрах çуралса ÿснĕ хастар хĕрарăм хăй аллине илнĕ, çапла ял тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçсĕр тăрса юлман. Паян арçынпа хĕрарăм иккĕшĕ те фермăра вăй хураççĕ. Пепкисем те мĕн пĕчĕкренпех ферма тĕлне пĕлеççĕ — ашшĕ- амăшĕ вĕсене тăтăшах пĕрле илсе каять.
Мăшăр кайăк та йăва çавăрсан йыш хушать. Пшанковсен те пепкисем умлă-хыçлăн çут тĕнчене килме пуçланă. Нумайăшĕ арçын ача çуралнăшăн савăнать, Николай Пшанков вара хĕр пĕрчине куç пек кĕтнĕ. Анчах ача çуратмалли çуртран пĕрре, иккĕ, виççĕмĕш хутĕнче те арăмне пĕчĕк пăхаттирсемпе пĕрле илсе таврăннă.
— Мăшăрăм хĕр кĕтнине кура тăваттăмĕш ачана та кун çути кăтартас терĕмĕр. Турăранах ыйтса илчĕ-тĕр — малалла хĕрсем кайрĕç, — каласа кăтартать çемье ăшшин управçи. — Çие юлнине йăлтах çуратма шухăшларăмăр. Çапла Ирина, Софья, Анастасия, Ангелина хушăнчĕç.
Çичĕ ачаллă çемьере чи асли Гена салтак тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн хулана каяс темен, ялтах тĕпленнĕ. Чăн та, пĕчĕк пÿртре пысăк йыша тăвăр, паллах, çавăнпа каччă паян кукамăшĕ патĕнче пурăнать. Пушшех те, ватă çынна пулăшу куллен кирлĕ вĕт. Маттур каччă вырăнти пултарулăх ушкăнĕнче те хастарлăхпа палăрать, «Выла ен» ушкăнпа пĕрле концерт-спектакльпе ял халăхне те, кÿршĕсене те савăнтараççĕ.
Сергей салтак атти тăхăннă, тăван киле йĕркеллех таврăнасса куç пек кĕтет ăна ашшĕ-амăшĕ. Вячеслав та тăван ялтах юлма кăмăл тунă. Ĕçчен каччă валли ĕç тупăнсах тăрать. Ирина та шкул хыççăн ялпа сыв пуллашма васкаман. Ашшĕ-амăшĕшĕн вăл — чăн-чăн пулăшуçă. Хуçалăхра ĕçлесе те, кĕçĕннисене асăрхаса та ĕлкĕрет. Ахальтен мар пĕчĕкккисем ун тавра кĕшĕлтетеççĕ кăна, пĕр чарăнми чĕвĕлтетеççĕ. Малалла вулас...

Рита АРТИ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.