Комментари хушас

18 Авăн, 2018

Пирĕн студентсем грант тивĕçнĕ

Авăнăн 10-15-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Ростов облаçĕнчи «Çамрăк аграрисем» форума хутшăннă. Ушкăнра «Зверополис» отряд командирĕ — Дмитрий Паторов, методисчĕ — Александра Иванова тата «Студвестник Чувашской ГСХА» хаçат корреспонденчĕ Анастасия Данилова пулнă.

Форумăн программипе килĕшÿллĕн, студентсен тĕрлĕ экскурсипе, пулă ĕрчетекенсен хуçалăхĕнпе паллашма май килнĕ. Пушă вăхăтра «Барабаны мира», «Рисование на песке», «Рисую свой мир на тканях» ăсталăх класĕсене хутшăннă. Кашни кунах пултарулăх конкурсĕсенче тавра курăмне аталантарнă. Пурте пĕлекен «Голосра» малти вырăнсене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Авăнăн 13-мĕшĕнче социаллă проектсен презентацийĕ иртнĕ. Унта хутшăнса академи студенчĕсем 100 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ.

Дмитрий ПАТОРОВ:

Воронеж облаçĕнче целинара пулнă чухнех мана форума йыхравланăччĕ. Пирĕн форумра кашни кунах спикерсемпе экспертсен аграрипе çыхăннă опычĕпе паллашма май пулчĕ. Вĕсем çĕршывăн аграри секторĕн мĕнле специалисчĕсем пулмаллине ăнлантарчĕç. Пуласлăх пирĕн алăра-çке. Ахаль лармалла мар, ялан вĕренмелле, аталанмалла, çĕнĕ шухăшсемпе, технологисемпе паллашмалла. Çавăн пекех форумра пирĕн «Зверополис» отрядăн проектне презентацилеме май килчĕ. Киле таврăнма чăматансене пуçтарнă чухне пире 100 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысласан эпир малтанах ĕненмерĕмĕр. Çакăнпа мăнаçланатпăр.

Александра ИВАНОВА:

Форумра пулнăшăн савăнатăп. Унта тĕл пулнă спикерсен калаçăвне итлени манра çĕнĕ шухăш-тĕллев çуратрĕ. Мероприяти пысăк шайра иртрĕ. Кăсăкли нумай пулчĕ. Презентаци валли тар тăкни сая каймарĕ. Тухса калаçас умĕн хумхантăмăр паллах. Жюри эксперчĕсене кăсăклантарма пултарнăшăн мăнаçланатпăр. Кĕтмен çĕртен ăнăçу пирĕн енне çаврăнни — телей-çке.

 

Рубрика: