Комментари хушас

21 Авăн, 2018

Паллă ентеше — юбилейпе

Паян Комсомольски районĕн культурăн тĕп çуртĕнче ку тăрăхри Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă отставкăри вице-адмирал Владислав Алексеевич Ильин 70 çул тултарнине паллă турĕç.
Вăл çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. 1971 çулта Лăпкă океанăн аслă çар-тинĕс училищине вĕренсе пĕтернĕ. Шыв айĕпе ишекен крейсер, çак карапĕсен дивизийĕн командирĕ, РФ Тинĕс-çар флочĕн Тĕп штабĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ пулнă.
Юбилейпе ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çавăн пекех ăна паллă кунпа Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, «Кĕтне» ентешлĕхĕн ертÿçи, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай тата ентешлĕх правленийĕн членĕсем, районти учреждени-организаци представителĕсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Теги: