Комментари хушас

25 Авăн, 2018

Семинар: пĕр-пĕрне ăнлансан кăна туслă пурăнаятпăр

Паян Туслăх çуртĕнче наци ыйтăвĕсемпе вĕренÿ семинарĕ (ун пирки "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби маларах пĕлтернĕччĕ) иртрĕ. Унта РФ патшалăх наци политикин стратегийĕ епле пурнăçланса пыни çинчен калаçрĕç.

Семинара Федерацин национальноçсемпе ĕçлекен агентство представителĕ Андрей Белый, Мускаври социаллă тата этнокультура тĕпчевĕсен институчĕн директорĕ Николай Григорьев, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков хутшăнчĕç.

Андрей Белый палăртнă тăрăх — Чăваш Ен наци ыйтăвĕсемпе чи лайăх ĕçлекен регионсенчен пĕри. «Сирĕн республикăра 120 ытла халăх представителĕсем пурăнаççĕ… пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслăхра. Тĕрлĕ наци çыннисене пĕтĕçтерес тĕллевпе правительство та нумай ĕç тăвать. Акă сăмахран, Туслăх çуртне кĕске вăхăт хушшинчех хута яма пултартăр. Кунашкал тĕслĕх нумай мар. Хăш-пĕр регион сахал нациллĕ пулин те вĕсенче хирĕç тăрусем час-час пулаççĕ», — терĕ хăна.

Николай Григорьев та нацилĕх енĕпе Чăваш Ене ырă регионсен йышне кĕртрĕ. «Çапах та ку алă усса лармаллине пĕлтермест. Кулленхи лайăх опыта çирĕплетсе тата та лайăхрах тăрăшмалла. Наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсене хатĕрлесси те уйрăм ыйту. Вĕсен тĕрлĕ халăх представителĕсемпе çыхăну тытма пĕлмелле. Çак ĕçе бизнесменсене явăçтармалла. Укçа ĕçлесе илнĕ вăхăтрах вĕсен те çак ыйтуран айккинче тăмалла мар. Наци теми патшалăх органĕсенче вăй хуракансене кăна мар, пĕтĕм халăха пырса тивет», — терĕ Николай Иванович.

Çав кунах хăнасемпе семинара хутшăнакансем Шупашкар художникĕн Юрий Алексеевăн тата чăваш алĕç ăстин Валентина Поповăн ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор тата Ирина Анисимова сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: