Комментари хушас

25 Авăн, 2018

Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитетне Анатолий Ухтияров ертсе пырĕ

Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитетне ертсе пыма çĕнĕ çынна шаннă. Ку тивĕçе Анатолий Ухтияров (сăн ÿкерчĕкре - сылтăмри) пурнăçлĕ. 

Анатолий Ильич чылай çул Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕнче ĕçлерĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те вăл чăваш парламенчĕн аппаратне ертсе пычĕ. Пĕлĕвĕпе - юрист. Шăмăршă çĕрĕн чăвашĕпе ЧНК ĕçченĕсене ĕнер  паллаштарнă. Кун пирки ЧНК пресс-служби хыпарлать. 

Ĕç тăвакан комитет ертÿçинче маларах Валерий Клементьев вице-президент тăрăшнă. Нумаях пулмасть ăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорне лартнине "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби пĕлтернĕччĕ

www.hypar.ru 

Рубрика: