Комментари хушас

26 Авăн, 2018

Пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе кăçалхи шайрах юлĕ

Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ паянхи ларăвĕ пенсионерсене пырса тивекен ыйтусене тишкернинчен пуçланчĕ. Вĕсем укçа-тенкĕпе çыхăннă.

Пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çитес çул кăçалхи шайрах юлĕ. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, вăл 7953 тенкĕпе танлашĕ. Çак виçене потребитель карçынккипе хакĕсене тĕпе хурса палăртнă. Çавна май хушма социаллă тÿлев илекенсен йышĕ те 32,3 пинрен 31,7 пин çын таран чакĕ. «Ку пирĕн пенсионерсен тупăшĕ пысăкланнипе çыхăннă, - пĕлтерчĕ министр. — Çавăнпа пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пенси илекен пенсионерсен шучĕ чакнă». 

Ватăсенех пырса тивекен тепĕр йышăну вара, пачах тепĕр майлă, социаллă пулăшу илекенсен шутне пысăклатать. Сергей Димитриев пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕ тĕлĕшпе ватăсем çăмăллăхпа усă курнине аса илтерчĕ: пенсионер 70 çул тултарнă пулсан ăна çак тÿлевĕн 50% хăтараççĕ, 80 çул урлă каçсан — 100%. Çăмăллăх хваттерсен пĕччен /е ĕçлемен пенсионерсемпе кăна/ пурăнакан хуçисене пырса тивет. Правительство ырланă сĕнÿпе килĕшÿллĕн вара пенсионер 1-2 ушкăнсен инваличĕсемпе пурăнать пулсан та çăмăллăхпа усă курма пултарĕ. Çавна май çак йыш хушăнĕ — тата 878 çын капиталлă юсавшăн сахалрах тÿлĕ е пачах та тÿлемĕ. Анчах условие пăхăнмалла: вĕсен юсав тĕлĕшпе парăм пулмалла мар. 

Ларура ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.