Комментари хушас

1 Юпа, 2018

"Хыпар" издательство çурчĕ ветерансене уявпа саламларĕ

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе савăнăçлă пуху иртрĕ. Хаçат ĕçĕнче тĕрлĕ çулта тăрăшнисене издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ăшшăн саламларĕ. Ку уяв пирки Татьяна Геннадиевна çамрăк чунлă çынсен кунĕ тесе кăмăлтан палăртрĕ. Чăн та, çыннăн вăр-варлăхĕпе правурлăхĕ унăн çулĕнчен килмест-çке. 

Наци кăларăмĕсен сулмаклă кун-çулĕнче йĕр хăварнисен издательство çурчĕн паянхи аталанăвĕпе мăнаçланма сăлтав пур. Хыпар" издательство çурчĕ унччен пухăнса пынă парăмсемпе кăçал татăлса пĕтрĕ. 

Пысăк наци медиахолдингĕ республика шайĕнче ирттерекен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕсене хастар хутшăнса самай суммăлăх грантсем  выляса илет. Тупра издательство çурчĕн пурлăхпа техника базине пуянлатма, кунта ĕçлекенсен шалăвне ÿстерме каять. 

Энергетика темине çутатакансем хушшинче Раççей шайĕнче ирттернĕ "МедиаТЭК-2018" конкурсра "Социаллă пурнăç тата экологи пуçарулăхĕ" номинацире издательство çурчĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕ "Раççейри чи лайăх пилĕк этника кăларăмĕ" конкурсра "Чи лайăх литературăпа художество кăларăмĕ" номинацире çĕнтерчĕ.

Нумаях пулмасть издательство çуртĕнче "Самант" фотостуди уçăлчĕ. Пирĕн кăларăмсене çырăнакансем унта йÿнĕ хакпа сăн ÿкерĕнме пултараççĕ.  Ыттисене те, паллах, хапăл тăватпăр. Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи 65-мĕш Б адреспа вырнаçнă «Чудо-Пекарь» пекарньăра издательство çурчĕн хаçат-журналне сутма тытăнтăмăр.  

Паянхи уяв, çулталăк каялла шантарнă евĕр, юсаса çĕнетнĕ акт залĕнче иртрĕ. Шурсухалсене саламлама Алина Савельевăпа Николай Кузьмин юрăçсем килсе çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле хисеплĕ ветерансем те, журналистсем те ташша тухрĕç. Ĕçтешĕмĕрсем ветерансене сывлăхпа нумай-нумай çул пурăнма ырă сунчĕç. 

www.hypar.ru

Уяври сăн ÿкерчĕксем кунта...