Комментари хушас

3 Юпа, 2018

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк

Нумаях пулмасть кăна «Красный партизан» колхоз уй-хирĕсенче ĕç шавĕ тăратчĕ, хуçалăх ĕçченĕсем силос хыватчĕç. Уй-хирте икĕ трактор выльăх апачĕлĕх культурăна вĕтететчĕ, йывăр тиевлĕ 6-7 машина пĕр-пĕринпе ылмашăнса ăна фермăна, силос хывнă çĕре, турттаратчĕ. Акă курăк патне черетпе пысăк КамАЗ çитрĕ. Руль умĕнче — Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен тинтерех вĕренсе тухнă 22 çулти Виталий Антонов. Çакăнта паллашма тÿр килчĕ те ĕçчен яшпа.

Виталий мĕн пĕчĕкрен техникăпа кăсăкланса ÿснĕ. «Ача чухнех аллинчен гайкăпа болт каймастчĕ», — çапла аса илет кĕçĕн ывăлĕн йăпанăçĕ çинчен амăшĕ Антонина Николаевна. Çитĕнерехпе вара Виталий хăех техникăна пăхма, юсав ĕçĕсем ирттерме хăнăхнă. Пурнăçри çул-йĕре палăртаканĕ Йĕпреçри пĕр организацире водительте вăй хуракан ашшĕ пулнă тесен те йăнăш мар. Вăлах ывăлне машинăпа çÿреме, ăна юсама хăнăхтарнă. Пучинке каччи шкул çулĕсенчех колхоз ĕçне хутшăннă.
Виталие колхозра КамАЗ шанса панă. «Хампа пĕр çулти», — тет вăл тимĕр урхамахĕ пирки. Малтанах чăхăмлаканскерне каччă юсаса çÿрекен тунă. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра та кашни канмалли кун хăйĕн «урхамахĕ» патне васканă-çке вăл! «Халĕ чăркăшланмасть, итлет», — тет йĕкĕт хăйĕн «тантăшĕ» тĕрĕс-тĕкел ĕçленине палăртса. Çу кунĕсенче сенаж, утă турттарнă унпа, кунне 17 рейс туни те пулнă.
Çуралса ÿснĕ вырăнтан илемлĕреххи, çывăхраххи пур-ши? Виталишĕн те çаплах, темиçе çул хулара пурăнса вăл тăван тăрăхне ытларах юратма, хисеплеме тытăннă. Унпа калаçнă май çакăн пек шухăш патне килсе тухрăм: каччăн пуласлăхĕ ялтах. Хăтлă хула та, каçхи клубсемпе дискотекăсем те илĕртмеççĕ ăна, хула хĕрĕсем те унăн чĕринче вырăн тупайман. Чи çывăххи уншăн — çуралнă ял, ашшĕ-амăшĕ. Унсăр пуçне вăл çывăх çыннисемшĕн тĕрев те. «Пĕрне те пулин ялта хăварасчĕ», — ывăлĕпе юнашар пулма ĕмĕтленет амăшĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА, Йĕпреç районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.