Комментари хушас

8 Юпа, 2018

Электронлӑ словарь Ашмаринăн черетлӗ томӗпе пуянланнă

Чӑваш халӑх сайчӗ ертсе пынипе йӗркеленекен Электронлӑ словарь Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» черетлӗ томӗпе пуянланнă.

Асăннă сайт администраторĕ Аçтахар Плотников пĕлтернĕ тăрăх, словаре хальхинче 14-мӗш тома кӗртнӗ. Унччен маларах 11,12 тата 13-мӗш томсене электронлӑ варианта куҫарса вырнаҫтарнӑ. Кӗнекесене электронлӑ варианта Алина Иванова хатӗрлесе панӑ.

"Н.И. Ашмаринӑн 17 томран тӑракан «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» электронлӑ варианта Николай Ивановичӑн пысӑк юбилейӗ тӗлне,  вăл 870 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ, куҫарса ҫитересшӗн. Ку ӗҫе кашни хутшӑнма пултарать. Пӗр кӗнекене хатӗрлесе ҫитернӗшӗн 7000 тенкӗ тӳлетпӗр", - пĕлтерчĕ чăвашлăхшăн ырми-канми ĕçлекен Николай Плотников "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине. 

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: