Комментари хушас

9 Юпа, 2018

Миллиардсем — шкулсем, çулсем, клубсем валли

Министрсен Кабинечĕн ытларикун иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерсе ырларĕç.

Паллах, тĕп калаçу çитес çулхи бюджет параметрĕсем тавра пулчĕ. Республика ертÿçи Михаил Игнатьев умри тĕллевсене пурнăçламашкăн ытларах укçа илес тĕллевпе тивĕçлĕ министерствăсен федераци центрĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли пирки каларĕ. 

Бюджет укçипе хăш тĕллесемпе усă курассипе финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарчĕ. Çитес çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 47,4 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Анчах ку — юлашки цифра мар, федераци министерствисем уйăрмалли пĕтĕм укçа виçи паллă мар-ха, çавăнпа та тупăша хушмалли тивĕçлĕ тÿрлетÿсем пулмалла. Асăннă виçере хамăрăн тупăш та ÿсĕмлĕ — 28 миллиард тенкĕ. Çакă — Мускав паракан дотацисене пысăклатмалли услови.

ЧР Пуçлăхĕ хыснана пуянлатмалли резервсемпе кăсăкланчĕ. Çав шутра — вăрттăн ĕçлевпе кĕрешесси. Финанс министерствинче çавăн пекех хăш-пĕр отрасльте налуксене туллин тÿлемен организацисем пуррине те туяççĕ. «Йĕрке тумалла кăна — хысна самай пысăкланĕ, — терĕ кун пирки Михаил Васильевич. — Пĕрисем тÿлеççĕ, теприсем вара услама патшалăхпа пайласшăн мар. Çавăнпа влаç пур — унăн çавнашкаллисене витĕм кÿмелле».

Бюджет проектне ырланă хыççăн кун йĕркинчи ытти ыйту çине куçрĕç. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 
Теги: