Комментари хушас

Паян ЧР Наци библиотекинче Пĕтĕм Раççейри «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» общество юхăмĕн Чăваш регион уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ.
Общество хастарĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, Халăх фрончĕн лидерĕ Владимир Путин 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указне пурнăçланине сăнаса тăрассипе çыхăннă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.
Халăх фрончĕн хастарĕсем ĕç тухăçлăхне ÿстерме 12 тематика лапамĕ йĕркеленĕ. Конференцире çав ушкăнсен эксперчĕсем Раççей Правительстви çĕршыв Президенчĕн «çу уйăхĕнчи» «Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи тапхăрти аталанăвĕн наци тĕллевĕсемпе стратеги задачисем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн йĕркелекен наци проекчĕсемпе программисене лайăхлатма пулăшакан сĕнÿсене палăртрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ сывлăх сыхлавĕн, экологи, вĕрентÿ тытăмĕсемпе, çурт-йĕрпе тата хула хуçалăхĕпе, автоçулсен пахалăхĕпе тата хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Общество хастарĕсем палăртнă тăрăх — регионта çак отрасльсенче çивĕч ыйту чылай.
Конференцире çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн с±ездне кайма делегатсем суйларĕç. Мускавра иртекен анлă мероприятие республикăран Халăх фрончĕн Чăваш регион уйрăмĕн сопредседателĕсем Николай Казаков, Игорь Дорофеев, Елена Доманова тата Ĕçтăвком ертÿçи Николай Косыев хутшăнĕç.
 

Валентина БАГАДЕРОВА

Исключить из Яндекс-Новостей: