Комментари хушас

15 Юпа, 2018

Тбилисирен — медальсемпе

Юпа уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Тбилиси хулинчи Олимпийский керменте çамрăк самбистсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Тĕнчере мала тухассишĕн 30 çĕршыври 16-20 çулсенчи 250 ытла спортсмен кавир çине тухнă. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне республикăри Олимп резервĕн 10-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансем, спорт мастерĕн кандидачĕсем Анастасия Кирилловăпа Регина Миндубаева та кĕнĕ.

Çакна палăртма кăмăллă: ентешсем ăмăртура ылтăн тата кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. 40 килограмчченхи виçере 16-18 çулсенчи пикесен хушшинче Анастасия Кирилловăна çитекенни пулман. Регина Миндубаева пухмачĕ кĕмĕл медальпе пуянланнă. Кавир çине пике 68 килограмчченхи виçери 18-20 çулсенчи спортсменсемпе тухнă.

Çамрăк самбистсене раштав уйăхĕн 17-22-мĕшĕсенче пĕлтерĕшлĕ тепĕр ăмăрту кĕтет. Хĕрсем федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче иртекен ăмăртăва хутшăнма хатĕрленĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: