Комментари хушас

16 Юпа, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн корреспонденчĕн ĕçĕ çĕнтернĕ

Чăваш Енĕн Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви «Фокусра — ачалăх» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта «Эпĕ — амăшĕ» номинацире «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçачĕн корреспонденчĕн Марина Тумалановăн «Йĕкĕрешсемпе виçĕрешсен «йăви» ĕçне çитекен пулман.

Ĕçтешĕмĕр пĕлтернĕ тăрăх, материалта йĕкĕрешсемпе виçĕрешсене çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕ кирек хăш йывăрлăха та çĕнтерме вăй çитерни çинчен çырса кăтартнă.

Регион шайĕнчи çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсене Ачасене пулăшу кÿрекен фонд ирттерекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра хак парĕç. 

ПОЗДРАВЛЯЕМ!

В региональном этапе IX Всероссийского конкурса среди журналистских работ «В фокусе – детство» в номинации «Я - родитель» лучшей признана работа Марины Тумалановой, корреспондента газеты «Чувашская женщина» издательского дома «Хыпар», «Гнездышко» двойняшек и тройняшек».

Рубрика: