Комментари хушас

17 Юпа, 2018

Тăван кил ăшши

«Анне пур чухне кил-çурт илемлĕ. Эпир, ачисем, ун патне хăнана кайсах тăратпăр. Май пур таран пулăшма тăрăшатпăр», — тет Патăрьелĕнче пурăнакан Татьяна Солдатова.

Вунă ача, вунă телей

Анна Яковлевна Арланова Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкулта тăватă класс пĕтернĕ. Пурнăç йывăрлăхне кура малалла пĕлÿ илме май килмен унăн. Ачаранах колхозра тăрăшнă. Каярахпа асăннă районти Упамса ялне качча тухнă. Мăшăрĕпе 10 ача çуратса ÿстернĕ. Шел те, ывăлĕ Петр вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çак хуйхă амăшĕн сывлăхне самай хав-шатнă.
«Вунă ачана çитĕнтерме çăмăл пулман, — иртнине аса илет аслă хĕрĕ Татьяна. — Астăватăп: Турханти пекарньăран кутамкки-кутамккипе çăкăр йăтатчĕ анне. Ара, пире тăрантарас тенĕ ĕнтĕ. Тепĕр чухне лапшана ирĕлтерсе çăнăхпа хутăштарса çăкăр пĕçеретчĕ. Çемье йышлă пулсан та çĕтĕк çÿресе курман эпир. Ирсерен, шкула кайиччен, сĕтел çинче апат хатĕрччĕ. Вĕренсе таврăнсан вара кăмакара сĕтеклĕ яшка кĕтетчĕ пире. Анне кăмакана харăсах 13-14 буханка çăкăр хыватчĕ, умне яшка лартатчĕ. Унăн тутлă шăршине, тутине халĕ те астăватăп».
Анюк аппа ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çулсеренех колхоз уй- хирĕнче 2-3-шер пай тунă: тĕрлĕ культурăна çум курăкран тасатнă. «Хăçан вĕçне тухатпăр-ши?» — теттĕм йăлăхнăран. Мана, асли пулнăран, шăллăмсемпе йăмăксене килте пăхмашкăн та шанса хăваратчĕç. Унсăр пуçне кÿршĕ хĕрĕпе Людăпа лаçри вучахра яшка та пĕçереттĕмĕр. Кăштах ÿсерехпе анне мана хăйпе пĕрле утă çулма илсе каятчĕ. Ачаллах лашапа çÿреме те вĕрентĕм. Атте кÿлсе паратчĕ те эпĕ утă турттараттăм. Ывăнсан та кутăнлашман, мĕн хушнă — çавна пурнăçланă», — куç умне кăларчĕ ачалăхне хĕрарăм.
Ачисем каланă тăрăх, Анюк аппа халĕ те апат-çимĕç пĕçерме юратать. Ачисем патне хăнана каяс пулсан кавăн кукăлĕ янтăлать. Çăкăрсăр, юр-варсăр çула тухмасть вăл.
Тĕпренчĕкĕсем тăван йăваран вĕçсе тухса саланнă. Пурте çемьеллĕ, кил- çуртлă. Анюк аппа вара паян кĕçĕн ывăлĕпе Сашăпа пурăнать.

Мăнукĕсемпе савăнать

Арлановсем яланах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. «Ĕне тытма пăрахни те икĕ çул çеç çитет. Хамăр, ачисем, суттартăмăр ăна. Ĕне вилсен тепĕр хут туянчĕ. Ара, выльăх-чĕрлĕхрен нихăçан татăк пурăнманскер ватăлсан та алă усса лараймасть. Пахча çимĕç те çитĕнтерет, хĕл валли салат, варени- компот хатĕрлет. Кăçал вара çĕр улмине те шăллăмпа иккĕшех кăларнă, ытти ачи- пăчи килсе пулăшасса кĕтмен. «Сирĕн хăвăрăн та ĕç нумай», — тесе сăлтав шырать. Вăй-халĕ çирĕп унăн, вашават вăл», — малалла тăсăлать калаçу çăмхи.
Анюк аппа паян 17 мăнукĕпе, 3 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Пĕри ĕçре маттур, тепри — вĕренÿре. Мăнукĕ Дима вара спортра çитĕнÿсем тăвать. Шел те, инкеке пула ачаранах сусăрланнăскер пуçне усмасть, йывăр атлетикăпа кăсăкланать. Штанга йăтас енĕпе республика, Раççей, ют çĕршыв ăмăртăвĕсене хутшăнать. Чикĕ леш енче Раççей чысне хÿтĕлесе икĕ хутчен ылтăн медале тивĕçнĕ. «Çулталăкри чи лайăх спортсмен» ята та икĕ хутчен çĕнсе илнĕ. Дима Степанов — Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче. Вăл йывăр атлетика тĕлĕшпе спорт мастерĕ. Унăн çитĕнĕвĕсемпе тăван-пĕтенĕ, кукамăшĕ питĕ савăнать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.