Комментари хушас

23 Юпа, 2018

Шупашкарта общество организацийĕсен форумĕ иртĕ

Çĕршыв пуласлăхне кашни çын витĕм кÿме пултарать. Пĕр йыша пуçтарăннă хастарсен хăйсен сĕнÿ-канашне, ĕмĕт-тĕллевне влаç çыннисем патне çитерме çăмăлрах. Вĕсем валли патшалăх грант уйăрма пултарать. Чăваш Республикин Общество палатинче комерциллĕ мар организацисен III форумĕ умĕн йĕркеленĕ пресс-конференцире çакна та аса илтерчĕç. Юпа уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче иртекен мероприяти икĕ куна тăсăлĕ. Вăл общество организацийĕсене Чăваш наци музейне пуçтарĕ. Эрне кун йĕркелекен стратеги сессийĕнче социаллă капитал тавралăха аталантарма пулăшни тавра калаçĕç. Шăмат кун тăватă секци /«Социаллă пулăшу», «Ыр кăмăллăх», «Территорисен тата вырăнти пĕрлешÿсен аталанăвĕ», «Социаллă предпринимательство»/ ĕçлĕ. Çакăнтах сÿтсе яву лапамне хутшăнма май пулĕ.

Общество палатин председателĕ Алексей Судленков малтанхи икĕ форума çулталăк вĕçĕнче ирттернине, кăçалхине ятарласах маларах йĕркеленине палăртрĕ. Çакă чÿк уйăхĕнче коммерциллĕ мар организацисем Мускавра пуçтарăннипе çыхăннă. Ку ĕçе Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăнасса кĕтеççĕ. Пирĕн тăрăхран çула тухакансем республикăри форумра хускатнă ыйтусемпе сĕнÿсене çĕршывăн тĕп хулине çитерĕç.

Çĕнĕ проектсене пуçнăçа кĕртес тĕлĕшпе пуçаруллă ĕçлекен агентство членĕ Анатолий Яруткин, «Çамрăксен пуçарăвĕн центрĕ» организацин директорĕ Юлия Аланова, «Шанчăк» ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçи Тахир Мирджапаров секцисенче пăхса тухма палăртнă ыйтусем тавра сăмах хускатрĕç. Вăл е ку общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштармашкăн массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен пулăшăвĕ кирли çине пусăм турĕç вĕсем.

Форума республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнĕ. Çавнашкалах Раççей Федерацийĕн Общество палатин, республикăри коммерциллĕ мар тытăмăн, вырăнти хăй тытăмлăх, бизнес пĕрлешĕвĕн представителĕсем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федераци тата регион эксперчĕсем тухса калаçĕç.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. ЧР Общество палатин архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Теги: