Комментари хушас

1 Чÿк, 2018

Депутатсем вырăнти пуçарусемпе тунă объектсемпе паллашрĕç

Паян ЧР Патшала́х Канаше́н Бюджет, финанс  тата налуксем  ене́пе ĕçлекен комитече́н выра́на тухса йе́ркелене́ лара́ве́ иртре́.

Депутатсем малтан Комсомольски тата Пата́рьел районе́сенчи общество инфратыта́ме́н объекче́сене, выра́нти хала́ха́н пуçара́ве́сене те́пе хурса туна́скерсене, çитсе курчĕç. Комсомольски районе́н администрацийе́н пуçла́хе́ Александр Осипов пе́лтерне́ та́ра́х - 2017 çулта çак программа́на 6 ял та́ра́хе́ хутша́нна́, 7 проекта пурна́çа ке́ртне́. Ка́çал вара пе́те́м ял та́ра́хе́ хастарла́х ка́тартна́. Çапла вара районта 2018 çулта 14 проект пурна́çланать. Ве́сенчен пе́ри - Комсомольски салинчи нумай функцилле́ спорт площадки. Ва́л - ялти çакнашкал икке́ме́ш площадка, малтанхине те пе́лте́р аса́нна́ программа́па киле́шу́лле́н туна́. Александр Осипов кунта ял çыннисем хаваспах çÿренине пала́ртре́. Ха́ше́сем каçхи 8-чен тренажерсемпе те́рле́ ха́на́хтару та́ваççĕ иккен. Елена Николаева тата Юрий Зорин депутатсем спорт оборудованине ха́йсем те́ре́слесе па́хре́ç.

Асанкасси яле́нче пура́накансем вара çăла ха́тла́х ке́ртне́. Ве́сем килсерен укça пухнипе пе́рлех çак е́çe ха́йсем те хутша́нна́, уйра́мах çамра́ксем.

Комитет члене́сем çава́н пекех Пата́рьел районе́нчи Ыхра Çырми яле́нчи юсана́ çулсене па́хре́ç, шкула ке́рсе курче́ç. Ытти объектпа паллашре́ç. Хала́хпа курса калаçре́ç.

Лара́ва уçна́ май ЧР Патшала́х Канаше́н Председателе́н тивĕçĕсене пурна́çлакан, Комитет председателе́ Альбина Егорова общество инфратыта́мне выра́нти пуçарусене те́пе хурса аталантарассипе çыха́нна́ проектсем çынсене пите́ кирлине пала́ртре́. Хала́х ха́й хутша́ннипе туна́ обьектсене ытларах хакланине каларе́. Çакна ЧР Министрсен Кабинече́н Председателе́н заместителе́ - ял хуçала́х министре́ Сергей Артамонов та çире́плетре́. Ва́л аса́нна́ программа республика́ра ме́нле пурна́çланнипе паллаштарче́. Пе́лте́р ял та́ра́хе́сем се́нне́ 103 проекта ча́на çава́рна́. Ка́çaл проектсен шуче́ ике́ хут ытларах у́сне́. Сергей Артамонов аса́нна́ программа́на Пата́рьелсем хастар хутша́ннине пала́ртре́. Депутатсем çакнашкал проектсем яла аталантарма тата ха́тла́х ке́ртме кирле́ тере́ç, ку саманта çитес 3 çулти бюджета йыша́нна́ чухне шута илме шантарче́ç.

www.hypar.ru