Комментари хушас

2 Чÿк, 2018

Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ

ЧР культура училищинче вĕреннĕ Арина Давыдова культурăпа искусствăри професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. «Халăхăн илемлĕ пултарулăхĕ» специализацие алла илекен хĕрĕн квалификаци ĕçĕ утă çулас йăла-йĕркепе çыхăннă, жюри ăна пысăк хак панă.

РФ культура министрĕ В.Р. Мединский алă пуснă 1-мĕш степень дипломне илме Арина Давыдовăпа пултарулăх ĕçĕн ертÿçине Дарья Степановăна ятарлă чыслава чĕнсе илнĕ. Мероприяти юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускавра, П.И.Чайковский ячĕллĕ Мускав патшалăх консерваторийĕ çумĕнчи академин музыка училищинче иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене РФ Культура министерствин Наукăпа вĕрентÿ департаменчĕн вĕрентÿ тата наука пайĕн ертÿçи Анна Григорьева саламланă. Дипломсемпе вара çÿлерех асăннă вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ, РФ Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, искусствоведени кандидачĕ Владимир Демидов чысланă.

Унтан «Геликон — опера» Мускав музыка театрĕнче савăнăçлă уяв гала-концертпа малалла тăсăлнă.

www.hypar.ru 

Лариса ПЕТРОВА. 

Рубрика: