Комментари хушас

3 Чÿк, 2018

Турнирта - 200 яхăн спортсмен

Паян Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче кире пуканĕ йăтас енĕпе Пĕтĕм Раççейри XXXV турнир савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ.

Тимĕр вăййине юратакансем "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. Турнира çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен - Санкт-петербург, Самар, Краснодар, Мари Эл, Волгоград, Киров, Ульяновск, Пушкăртстан, Тутарстан тăрăхĕсенчен 220 ытла спортсмен килсе çитрĕ. Вĕсем ăмăртăвăн тĕрлĕ ушкăнĕнче вăй виçеççĕ. Чи малтан помост çине яшсемпе хĕрсем тухрĕç.

Сергей ПЕТРОВ, РФ спорт мастерĕ /Санкт-Петербург/:
- Ку ăмăртава пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Ĕнер Шупашкар хулине курса çÿрерĕмĕр. Залив хĕрринче, Анне палăкĕ умĕнче пултăмăр, "Университет" кафере апатлантăмăр. Кашнинчех помост çине тухсан кăтартăва лайăхлатас килет. Тимĕр вăййинче хăвăнпа кĕрешетĕн, хăвăн вăйна тĕрĕслетĕн - пултаратăн е çук.
Евгений МАЛКОВ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тренер /Киров облаçĕ/

Çамрăк чухне эпĕ Чăваш Ен пăхаттирĕсемпе Юрий Карповпа,Борис Глинкинпа пĕрле помост çине пĕрре мар тухнă. Халĕ манăн вĕренекенсем сирĕн ентешĕрсемпе вăй виçеççĕ. Чăваш Ене эпир кашни çулах килетпĕр, кунта ăмăртусене лайăх йĕркелеççĕ. Манăн вĕренекенсем Шупашкартан кашнинчех медальсемпе таврăнаççĕ.

www.hupar.ru

Кире пуканĕ йăтас енĕпе Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри XXXV турнира ирттерме пулăшнăшăн пирĕн спонсорсене тав тăватпăр:
1. ООО "Торговый дом "Брикс" - во главе генерального директора Ермолаева Кирилла Владимировича.
2 АО "АККОНД" - во главе генерального директора Иванова Валерия Николаевича.
3. Чувашпотребсоюз - во главе Председателя совета Павлова Валерия Михайловича.
4. ООО "Строительная фирма "Комплекс" - во главе директора Гордеева Валерия Николаевича.
5. ОАО "Тароупаковка" - во главе генерального директора Таланова Олега Борисовича.
6. ООО "Белкофф" - во главе коммерческого директора Толстого Олега Вячеславовича.
7. Клиника "Дент-а-Мед" - во главе главного врача Зорина Юрия Александровича.
8. КФХ Семенова В.Н.Энежъ, Козловский район - во главе руководителя Семенова Василия Николаевича.
9. Юридическая фирма "Адамант" - во главе генерального директора Тимофеева Александра Викторовича.
10. Сеть магазинов "Спорттовары" - во главе руководителя Александрова Дмитрия Викоторовича.
11. КФХ Санзяпова Р.Ш., Батыревский район, во главе руководителя Санзяпова Решита Шайхулловича.
12. КФХ Иванова В.А., Урмарский район, во главе руководителя Иванова Владимира Анатольевича.

Рубрика: