Комментари хушас

3 Чÿк, 2018

Вăйлисемпе хăюллисен спорчĕ

Хыпар хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXXV турнир савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Спорт уявне ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эльвира Матренина, ЧР кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, Хыпар Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, ветеринари наукисен докторĕ Николай Кириллов профессор, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов, чăваш наци конгресĕн вицепрезиденчĕ Анатолий Ухтияров хутшăнчĕç.

- Кире пуканĕн спорчĕ - вăйлисемпе хăюллисен спорчĕ. Вăл помост çине тухакансен çирĕплĕхне тĕрĕслет, - терĕ Эльвира Матренина.

Юрий Карпов пурне те патвар та тăрăшуллă пулма сунчĕ, Чăваш Енри чи вăйлă спортсменсене парнесемпе чысларĕ.

- Кăçалхи турнира Хыпар никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалларăмăр. "Хыпар" республикăри тĕп кăларăмĕсенчен пĕри шутланать. Издательство çуртĕнче чылай хаçат журнал тухса тăрăть, весене тĕрлĕ регионта вун-вун çемье çырăнса илет. Пирĕн турнира хутшăнакансен йышĕ çултан çул ÿссе пырать. Вĕсем пире лайăх пĕтĕмлетÿсемпе савăнтараççĕ. Кăçал та спортсменсем пысăк çитĕнÿсем, рекордсене çĕнетессе шанатпăр, - терĕ Татьяна Геннадиевна.

Уява Дуняша Стайл фольклор ушкăнĕ илем кÿчĕ.
 

hupar.ru

Кире пуканĕ йăтас енĕпе Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри XXXV турнира ирттерме пулăшнăшăн пирĕн спонсорсене тав тăватпăр:
1. ООО "Торговый дом "Брикс" - во главе генерального директора Ермолаева Кирилла Владимировича.
2 АО "АККОНД" - во главе генерального директора Иванова Валерия Николаевича.
3. Чувашпотребсоюз - во главе Председателя совета Павлова Валерия Михайловича.
4. ООО "Строительная фирма "Комплекс" - во главе директора Гордеева Валерия Николаевича.
5. ОАО "Тароупаковка" - во главе генерального директора Таланова Олега Борисовича.
6. ООО "Белкофф" - во главе коммерческого директора Толстого Олега Вячеславовича.
7. Клиника "Дент-а-Мед" - во главе главного врача Зорина Юрия Александровича.
8. КФХ Семенова В.Н.Энежъ, Козловский район - во главе руководителя Семенова Василия Николаевича.
9. Юридическая фирма "Адамант" - во главе генерального директора Тимофеева Александра Викторовича.
10. Сеть магазинов "Спорттовары" - во главе руководителя Александрова Дмитрия Викоторовича.
11. КФХ Санзяпова Р.Ш., Батыревский район, во главе руководителя Санзяпова Решита Шайхулловича.
12. КФХ Иванова В.А., Урмарский район, во главе руководителя Иванова Владимира Анатольевича.

Рубрика: