Комментари хушас

8 Чÿк, 2018

Кăмпасене тĕпченĕшĕн

Юпа уйăхĕн юлашки кунĕсенче Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Подрост» вăрман конкурсĕн финалĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасене вăрман пурлăхне тата çут çанталăка сыхлас ĕçе явăçтарса экологишĕн яваплăха туйма вĕрентесси.
Конкурса аслă классенче, техникумсемпе колледжсенче ăс пухакансем тата шкул лесничествисене ертсе пыракансем хутшăннă. «Шкул лесничествисем» номинацире республика чысне Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмар шкулĕнче биологи предметне вĕрентекен Клавдия Николаева хÿтĕленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра ăс пухакан Ангелина Ефремова «Вăрман ÿсен-тăранĕсен экологийĕ» номинацие хутшăнса «Чăваш Республикинчи кăмпасене тĕпчесси» ĕçпе палăрнă. Пултаруллă хĕрача 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.