Комментари хушас

12 Чÿк, 2018

Ылтăн ача

Çамрăк ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ пирки çапла каланине илтсен малтанах тĕлĕннĕччĕ те. «Ытла та хытă юратаççĕ ахăр», — мĕлтлетнĕччĕ пуçра шухăш. Тен, ывăл çуралнипе çапла савăннă аслисем? Ара, арçын ачана — ылтăнпа, хĕр пĕрчине вара кĕмĕлпе танлаштарнине хăнăхнă вĕт. Анчах та пархатарлă çак металл тĕнчене мĕнле пепке мар, миçемĕш пулса çуралнине палăртать-мĕн. Çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе юлашки çулсенче патшалăх ертÿлĕхĕ уйрăмах çине тăрса тăрăшать. Нумай ачаллă çемьесене курăмлă тĕревлени пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Паллах, ачи-пăчине хăйĕн вăйне шанса кун çути пиллет ашшĕ-амăшĕ. Çапах та кун пек чухне пулăшу ытлашши пулать-и вара? Чи кирли, нумай ачаллисем кăна мар, пепкеллĕ пур çемье те вăл е ку йышши пулăшăва тивĕçет — çакă паха. Унран та ытла, тăван ашшĕ-амăшĕ кăна мар, хÿтлĕхсĕр юлнă шăпăрлана хăйсен йышне илнисем те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ: опекунсем, çемьене пепкене вăхăтлăх йышăннисем, патронат воспитательсем. Уйăхсерен тÿлекен пособипе тивĕçтермешкĕн республика бюджетĕнчен кăçал 756,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă /пĕлтĕрхинчен 16% ытларах/. Ача ÿстерекен çемьесене социаллă пулăшу кÿрес тĕллевпе вара республикăра пурĕ 8,6 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă /пĕлтĕрхинчен 7% ытларах/.
Пулăшу курăмлă мелĕсенчен амăшĕн капиталне пайăррăн асăнма сăлтав пур — шăпах унпа çыхăнтараççĕ-мĕн «ылтăн ачасене». Ытларах чухне — виççĕмĕшсене. Ылтăнпа танлаштармашкăн сăлтавĕ те пурах çав. Виççĕмĕш ачашăн республика хыснинчен федераци шайĕнчи амăшĕн капиталĕ çумне тата 100 пин тенкĕ хушаççĕ — пулăшăва 2012 çулта палăртнă. Унтанпа ăна 17 пин ытла çемье тивĕçнĕ. Программа хута кайнăранпа 5672 кил-йыш çак ирĕкпе усă курма та ĕлкĕрнĕ, çав шутра кăçал кăна 1072 çемьене 74,4 млн тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ.
«Виççĕмĕшсен» тĕлĕшпе татах та пулăшу палăртнă патшалăхăн социаллă хÿтлĕх программисенче. Калăпăр, икĕ пепкене кун çути кăтартнипе çырлахмасăр нумай ачаллисен йышне çакланма шикленменнисем пурăнмалли çурт çĕклемешкĕн çĕр лаптăкне те тивĕçеççĕ. Хулара тата унăн çывăхĕнче йăва çавăрма тĕллев тытсан кĕсье ултă нуль таранах пушанма пултарнине шута илсен — питех те пысăк тĕрев ку.
Çавăн пекех тепĕр программа та пур нумай ачаллисем валли — 2013 çултан пуçласа виççĕмĕш тата ун хыççăнхи тĕпренчĕкĕсемшĕн уйăхсерен хушма укçа уйăраççĕ /чăн та, ку пулăшăва çемье тупăшĕ ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртмесен кăна параççĕ/.
«Эпир ÿснĕ чух урам, çырма-çатра кĕрлесе кăна тăратчĕ! Тăвайккисен пичĕсенче урлă та пирлĕ йĕлтĕр йĕр хывăнатчĕ…» Аслăрах ÿсĕмрисем çакăн пек каланине тăтăшах илтме тивет, çапла-и? Телее, ялта та савăк сасă ытларах та ытларах илтĕнме пуçларĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха шкулсенче хăш-пĕр класа пĕр /!/ ача та пымастчĕ — çав çулта ялĕпе те пĕр ача та çуралман… Хулара та çак ÿкерчĕкехчĕ — кунта, чăн та, класс пухайманниех пулман-тăр, çапах та йыш самаях пĕчĕкленсе юлнăччĕ. Халĕ лару-тăру пачах урăхла. Кăçал Шупашкарти маларах 53-мĕш шкул шутланнă, халĕ кĕçĕннисене кăна ăс паракан вĕрентÿ заведенийĕнче кăткăслăх та сиксе тухнă — вырăн çук! Юнашарти шкул директорĕ те аллисене икĕ еннелле саркаланă кăна: «Хăть те мĕн тăвăр, классенче — тулли комплект. Ытлашши юрамасть». Хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ тăрăшнипе кăна татса пама май килнĕ ыйтăва. /Чăн та, хĕрача çапах та Пĕлÿ кунĕнчи уявсăр тăрса юлнă — ăна шăпах хăш класа ярассине шкул администрацийĕ, ашшĕ-амăшĕ вĕсем патне темиçе кун пынине пăхмасăрах, вăхăтра татса парайман/.
Юрĕ, сăмахран пăрăнтăмăр-ха. Савăк сасăсем пирки пуçланăччĕ-çке. Нумай кăна мар, питĕ нумай — паянхи виçепе — çуратакансене патшалăх тата тепĕр программăпа тивĕçтерет: çын пуçне палăртнă лаптăкпа çурт туса парать. Çакăн йышши кирпĕчрен çĕклекен çĕнĕ пÿртре Элĕк районĕнчи Мăн Вылăра пулса курнăччĕ. Чăн та, эпир пынă чухне шалти ĕçсене вĕçлеменччĕ-ха, анчах та пысăк йыш валли калама çук хăтлă та ăшă йăва пуласси куç кĕретчĕ.
Сăмах май, пилĕк е ытларах ачаллă кил-йыша социаллă найм меслечĕпе те хваттерпе тивĕçтерме палăртнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.