Комментари хушас

12 Чÿк, 2018

Чăваш ялавĕ Антарктидăна çитнĕ

Раççей ăсчахĕсем Антарктидăна 200 çул яхăн тĕпчеççĕ. 2020 çулта Раççейре ку континента уçнăранпа шăпах 2 ĕмĕр çитĕ.

Антарктидăна тĕпчеме кайнă 63-мĕш Экспедицире кунта тĕрлĕ хулапа регион ялавĕсене çĕкленĕ. Чыса тивĕçекен вырăнсене палăртасси 1820 çулта Фаддей Беллинсгаузенпа Михаила Лазарев экспедицийĕнче пулнă моряксем хăш тăрăхран иккенне шута илнĕ. Шăпах çакăн чухне «Восток» тата «Мирный» карапсемпе çĕр чăмăрĕ тавра çаврăннă май тĕпчевçĕсем тепĕр çĕр тупнă.

— Ялавсем çĕклени, кунта тĕпчев ĕçĕсем ирттерни паянхи ăру Антарктидăна уçакансене асра тытнине пĕлтерет, — палăртнă Раççейĕн 63-мĕш антарктида экспедицине хутшăннă «Полярная инициатива» ăслăлăх центрĕн ертÿçи Никита Куприков.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 
Теги: