Комментари хушас

15 Чÿк, 2018

Президент полкне — Тăван çĕршыва хÿтĕлеме

Паян Чăваш Енри чи лайăххисенчен суйласа илнĕ вунă çамрăка Мускав Кремльне çар тивĕçĕсене пурнăçлама ăсатрĕç. Çак ятпа Канашри сбор пунктĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.

Раççей Федерацийĕн Хурал службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленекен яшсене федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР çар комиссарĕ Алкксандр Мокрушин, ашшĕ-амăшĕ, кадетсем, ветерансем саламларĕç, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç. Юрий Васильев призывниксем патне Чăваш Ен Пуçлăхĕн саламне, ыр сунса каланă сăмахĕсене çитерчĕ.

Уява çавăн пекех кăçал Президент полкĕнчен служба тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа таврăннă çамрăксем хутшăнчĕç. Юрий Васильев вĕсене Чăваш Ен ятне çÿлте тытнăшăн мухтаса ЧР Пуçлăхĕн ятĕнчен сехет парнелерĕ. 

www.hypar.ru

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: