Комментари хушас

15 Чÿк, 2018

ЧПУри çамрăксем туризм шкулне тухса кайнă

Чÿк уйăхĕн 12-18-мĕшĕсенче Алушта хулинче Пĕтĕм Раççейри çамрăксен III туризм шкулĕ ĕçлет. Унта хутшăнма Чăваш Енрен И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем кайнă.

Мероприятие тараватлăх сфери тата турист сервисĕ валли кадрсем хатĕрлекен вĕрентÿ, наука, çамрăксен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, хăна çурчĕ бизнесĕн эксперчĕсем, туризм сферине кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерекен специалистсем те хутшăннă.

Программăна сесси, семинар, ăсталăх класĕсем кĕнĕ. Вĕсене Раççей Федерацийĕн шалти туризмне аталантарассине халалланă. Шкулта презентацисен конкурсĕ те (10 номинаципе) иртет.

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: