Комментари хушас

16 Чÿк, 2018

Калас сăмахĕ пур-ха: Вера Кузьминан юбилей каçĕ иртрĕ

Вера Кузьминична Кузьмина. СССР халăх артистки. Çĕршыври чи чаплă, сумлă ята тивĕçнĕ Чăваш хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ. Хăйпе пĕрле пин-пин куракана савăнтарнă, кулянтарнă, шухăша янă. Унăн пурнăçĕ — театр. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче унăн — юбилей. Çак тĕнчене килнĕренпе 95 çул çитнине шăпах паян уявларĕ халăх юратакан çыннăмăр. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Уяв каçне Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ Виктор Горбунов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, юбилярăн ентешĕ — Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, ыттисем хутшăнчĕç.

Вĕсем Вера Кузьминан пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç, сцена ăстине нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç.

Чăнах та, çулĕпе унта çитнĕ пулин те чунĕпе кăмăлĕ çамрăк-ха, вăй-халĕ çирĕп-ха Вера Кузьминичнăн. Паян та тăван театртан уйрăлман-ха, спектакльсенче вылять, поэзи каçĕсене хутшăнать. Апла — калас сăмахне каласа пĕтермен-ха тăван халăха.

Сире, Вера Кузьминична, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, пирĕнпе пĕрлех пин-пин вулакан, куракан малашне те халăхпа пĕрле пулма сунать. Çакна пурнăçлама вара çирĕп сывлăх кирлĕ. Яланах ырлăхлă-сывлăхлă пулăр.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Рубрика: