Комментари хушас

16 Чÿк, 2018

Чăваш КВНçисем çĕнтернĕ

Ростов хулинче Раççейри тĕрлĕ хулан /Мускав, Липецк, Чулхула, Калуга, Красногорск, Шупашкар/ команди хаваслисемпе ăнкаруллисен ăмăртăвне пуçтарăннă. «Салам сăмахĕ», «Музыка биатлонĕ» тата «Килти ĕç» конкурссенче пурте вăйăн пысăк шайне кăтартнă. Çĕнтерӳçе суйлама та йывăр килнĕ. Çапах та жюри çакнашкал пĕтĕмлетӳ патне çитсе тухнă: Пĕтĕм Раççейри 7-мĕш КВН Кубокĕн çĕнтерӳçи тесе Шупашкарти «Президент академийĕ» командăна палăртнă, Кубокпа тата тĕп парнепе /Сочири «КиВиН-2019» пĕтĕм тĕнче фестивальне хутшăнмалли путевкăпа/ чысланă.

Халĕ команда малашнехи тапхăрсене хутшăнмалли программа хатĕрлет. Малтанхи кăтарту кăрлач уйăхĕн 13-20-мĕшĕсенче пулĕ. 2019 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче вара КВНăн чи лайăх командисем Гала концерта хутшăнĕç.

Кам КВН юратмасть, çав КВН курман! Кам курман, çавăн пăхмаллах! КВН вăл хаваслисемпе ăнкаруллисен клубĕ çеç мар, çамрăк командăсем шӳтпе, ăс çивĕчлĕхĕпе, театр вăййипе ăмăртни те», — тет «Президент академийĕ» команда.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Сăн ӳкерчĕке vk.com сайтран илнĕ.