Комментари хушас

21 Чÿк, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕпе ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ икĕ çĕнĕ конкурс ирттереççĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Çут çанталăк — хавхалану çăл куçĕ» темăпа сăвă вулакансен тата «Спортра — сывлăх» темăпа хăйсем хайланă сăвăсен конкурсĕсене ирттереççĕ.

Вĕсен тĕллевĕ ачасен çырас ăсталăхне, пултарулăх ĕçне калăплассине аталантарассипе, сăвва пăхмасăр вĕренессин ыйтăвĕсене ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене явăçтарассипе, çут çанталăка юратма, упрама, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарссипе çыхăннă.

Конкурссене 2-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. «Çут çанталăк —хавхалану çăл куçĕ» конкурс куçăн мар майпа чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 9-мĕшĕччен иртет. Хутшăнакансен кашни номинацире пĕрер сăвăран ытла вулама юрамасть.

ТĔПЛĔНРЕХ...

Автор: