Комментари хушас

22 Чÿк, 2018

Пассажирсене çаратнă таксиста арестленĕ

Йĕрке хуралçисем Шупашкарти пĕр таксистăн хваттерĕнче шырав ирттернĕ хыççăн чылай ылтăн эреш тупнă. Вĕсене арçын пассажирсенчен йăкăртнă тесе шухăшлаççĕ. Кун пирки РФ ЧР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтерет.

Кăçалхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти 4-мĕш полици уйрăмне 44 çулти хĕрарăм çитнĕ, ылтăн мăй çакки çухални пирки ыйту çырнă. Вăл палăртнă тăрăх, 25 пин тенкĕлĕх капăрлăх çухални каçхине килне леçнĕ таксистпа çыхăнма пултарнă. Полицейскисем ĕç-пуçа тĕпченĕ чухне унччен те алка-вăчăра çухалнă ыйтупа таксипе çула тухнă хĕрарăм пассажирсем пынине шута илнĕ

Оперативлă шырав мероприятийĕсем хыççăн йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем Шупашкарта пурăнакан 38 çулти арçын йĕрĕ çине тухнă. Унăн хваттерĕнче çухалнă эрешсене тупнă.

Следстви пынă вăхăтра таксиста арестленĕ, уголовлă ĕç пуçарнă. Ĕç-пуçа малалла тĕпчеççĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: