Комментари хушас

Хăйĕн сусăр амăшне сиплес, ăна мĕнле те пулсан пулăшас тĕллевпе вăл медицинăна суйланă. Халĕ ав çĕр-çĕр çыннăн амăшне пулăшу кÿрет. Сăмахăм Шупашкар хулин тĕп больницинче ĕçлекен Наталья Афонькина гериатр тухтăр çинчен.

Садикре чухнех пĕлнĕ

— Эпĕ Канашра çуралса ÿснĕ. Шурă халатлисен йышне мĕншĕн тăнă тетĕр-и? Анне Лидия Александровна, йывăр тăпри çăмăл пултăр, ачаран сусăр пулнă. Ăна пулăшас килетчĕ. Манăн садикре ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк упранса юлнă. Унта эпĕ шурă халатпа, шурă калпакпа. Эпĕ ун чухнех медицинăна каяссине пĕлнĕ. Шкулта «3» паллăсемпе вĕренеттĕм. Вырăс чĕлхипе вара — пиллĕкчĕ. Çав çулсенче медицина факультетне вĕренме кĕмешкĕн йывăрччĕ, конкурс пысăкчĕ. Профиль предмечĕсемпе — физикăпа тата химипе — экзамен тытаймасси паллăччĕ. Çавăнпа 10-мĕш класс хыççăн Канашри медучилищĕне кĕтĕм. Ун чухне питĕ тарăн пĕлÿ паратчĕç, занятисене па-янхи кунчченех астăватăп. Малтан муляжсене укол тума хăнăхрăмăр. Унтан пĕр-пĕрне укол турăмăр. Кайран тин практикăра пире пациентсене укол тума ирĕк пачĕç. Вĕренме çав тери интереслĕччĕ. Аванах ĕлкĕрсе пыраттăм. Пирĕн ушкăнра 25 çынччĕ. Хĕрсенчен ытларахăшĕ — ялтанччĕ. Мана хуларан пулнăран тата вырăс чĕлхине лайăх пĕлнĕрен вĕренме çăмăлрахчĕ. Училищĕрен «5» паллăсемпе вĕренсе тухмаллине лайăх ăнланаттăм. Тăрăшни сая каймарĕ — хĕрлĕ диплом илтĕм. Пире, пĕр курсра вĕреннĕ тепĕр хĕрпе иксĕмĕре, Шупашкарти «Малюткăна» ĕçлеме ячĕç. Çав вăхăтра аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн хатĕрлентĕм. Биологипе экзамен тытмаллаччĕ. Телее, çăмăл билет лекрĕ. «Çак самантран хăвна студентка тесе шухăшлама пултаратăн», — терĕ экзаменатор.
Студент çулĕсем — чи лайăххисем. Вĕренме мана пĕрре те йывăр марччĕ. Университет хыççăн Электроаппаратура завочĕн медсанчаçне ячĕç. Ун чухне завод пысăкчĕ. Пурĕ 15 терапевт ĕçлетчĕ. Эпĕ 1985 çулта иккĕмĕш площадкăна вырнаçрăм та участок терапевтĕнче 22 çул вăй хутăм. Цех медицинине çÿллĕ шая çĕкленĕччĕ ун чухне. Куллен медосмотрсем ирттернĕ. Инженерипе врач бригадине йĕркеленĕ. Профилактика тĕлĕшпе калаçусем ирттереттĕмĕр, флюорографи тунине сăнаттăмăр. Диспансерти пациентсем валли завод эмел туянатчĕ, ăна валеçсе параттăмăр, укол тăваттăмăр. 2007 çулхи раштав уйăхĕнче пире цех служби тек кирлĕ марри пирки пĕлтерчĕç. «Лайăх ĕçленĕшĕн тавтапуç, халĕ кайма пултаратăр», — терĕç. 2005-2007 çулсенче медсестрасăрах ĕçлеме тиврĕ. «Медсестра сире кирлех мар», — тенĕччĕ ун чухне.
— Гериатрта хăçан ĕçлеме пуçларăр?
— 2008 çулхи кăрлач уйăхĕнче гериатр пулса тăтăм. Хула больницинче ун чухне гериатри центрĕ уçăлчĕ. Вăл хăйĕн алăкĕсене яри уçнăранпа кăçал 10 çул çитрĕ. Халĕ çĕршывра гериатрие пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал ака уйăхĕнче Мускавра иртнĕ геронтологсемпе гериатрсен Пĕтĕм Раççейри V с˜ездне хутшăнтăм. Унта Италири, Беларуçри, Албанири тухтăрсем доклад турĕç, хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Çĕршывра 5 çулта 2500 гериатра вĕрентсе кăларма палăртаççĕ. Пĕр сăмахпа, кашни больницăрах гериатр пулмалла. Шупашкарта темиçе çул эпĕ гериатрта пĕччен ĕçлерĕм. Каярахпа 2-3 çын ку специальноçа алла илчĕ. Халĕ пирĕн республикăра тĕп гериатр та пур. Вăл — Нина Сидорова. Нина Сидоровна ветерансен госпиталĕнче вăй хурать. Пирĕнпе пĕрле çÿлерех асăннă с˜ездра Елчĕкри гериатр та пулнăччĕ. Республикăра эпир пĕтĕмпе халĕ — 8 гериатр. Республика больницинче те гериатри койкисем пур.

Чирлисем валли «шпаргалка» çырать

— Кам вăл — гериатр?
— Гериатр — аслă çултисен тухтăрĕ. Аслă ÿсĕмрисен йышне хальлĕхе 55 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе 60-тан аслăрах арçынсем кĕреççĕ. Пенсие тухнă пациентсем пирĕн пациентсем шутланаççĕ. «Ватă çынсен терапевчĕ», — ăнлантаратпăр кинемейсемпе мучисене. Пирĕн тĕллев — пур специальноçа та пĕлесси. Пирĕн неврологшăн та, кардиологшăн та, хирургшăн та йышăну тума тивет. Вĕсем пациентсене çырса панă препаратсенчен виççĕшне кăна хăваратпăр. Çав препаратсен организма сиен кÿмелле мар, пулăшмалла. Ватă çыннăн организмĕ эмеле урăхларах йышăнать. Енчен те çамрăк чухне левомицетин ĕçни чирлине сипленĕ тĕк, ватă çыннăн организмĕнче урăхларах реакцисем пулма пултараççĕ. Çавăнпа ватăсен чирĕ нумай пулсан та виçĕ тĕрлĕ эмелрен ытла ĕçме юрамасть. Халĕ аспирина асăрханса ĕçме сĕнеççĕ. Вăл уссинчен ытла сиен кÿрет. Аспирин инсульт, инфаркт тÿссе ирттернисене кирлĕ. Çак амаксем иккĕмĕш хут çапса ан антарччăр тесе профилактика тĕлĕшпе паратпăр. Пуринчен ытла пирĕн пациентсене вĕсемпе калаçни кирлĕ. Вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ÿсрĕ халĕ. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ пĕччен тăрса юлать. Пирĕн 96 çула çитнĕ кинемей пурччĕ. Вăл упăшкине, ывăлĕсемпе кинĕсене, мăнукĕсене пытарнă, тăр пĕччен юлнă. Ун пеккисем тата пур. Хăй вăхăтĕнче интеллигенци йышĕнче пулнисем çĕрле пуласран хăраççĕ. «Шалкăм çапсан манпа юнашар никам та çук», — тесе шикленеççĕ. Вĕсем, тĕрĕссипе, пирĕн пата психологи пулăшăвĕшĕн те килеççĕ. Эпир мĕн хыççăн мĕн тумаллине, мĕнле эмел ĕçмеллине йăлт çырса ăнлантаратпăр. Ватăсем валли «шпаргалка» çыратпăр. Тата вĕсен питĕ калаçас килет. Пуплеме ÿркенместпĕр. Чылайăшĕн ачисем уйрăм пурăнаççĕ. Пĕрле пурăнни хăшĕ-пĕриншĕн, тен, начартарах та. Ачисем ватă ашшĕ-амăшне сăмахпа кÿрентерме пултараççĕ. Çакна ватăсем йывăра илеççĕ. Ара, хăй вăхăтĕнче вĕсем тĕпренчĕкĕсемшĕн тем тума та хатĕр пулнă-çке. Паян аслисем хăйсем ача вырăнĕнче. Халĕ 80 çултисем йышлăн. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.