Комментари хушас

23 Чÿк, 2018

2-ри ача мĕншĕн вилнĕ-ши?

Чăваш Енри Тăвай районĕнче икĕ çулти ача вилнĕ. Çакăн сăлтавне тĕпчеççĕ.

РФ СКн Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкек чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче каçхи тăхăр сехетре пулса иртнĕ. Ачан тăванĕсем васкавлă медицина пулăшăвне чĕннĕ, анчах вырăна çитнĕ тухтăрсем нимĕнпе те пулăшайман. Хальлĕхе хĕрача вилнин сăлтавне уçăмлатаççĕ. Çуртра пĕччен тăрса юлнăскер куç умĕнче выртакан эмеле хыпма пултарнă. Ача пыра хăсăк е тата урăх япала лекнине пула сывлайман-ши? Судпа медицина экспертизи тунă хыççăн паллă пулĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Рубрика: