Комментари хушас

26 Чÿк, 2018

Хĕрлĕ тÿремре — республикăри чи пысăк каток

Çĕнĕ Çулхи тĕп мероприятисем кăçал Хĕрлĕ тÿремре иртĕç. Кунта республикăри чи пысăк каток уçăлĕ. Хула çыннисемшĕн меллĕ пултăр тесе кунтах япаласем упрамалли камерăсем, кофе, чей тата пылак апат-çимĕç автомачĕсем вырнаçтарĕç. Катокăн калăпăшĕ те савăнтарĕ — 4 пин тăваткал метрпа танлашĕ.

Тÿремре курса савăнмалли сахал мар пулĕ. Чи пĕчĕккисене валли ача-пăча катокĕ ĕçлĕ, кунтах шăпăрлансене ярăнма вĕренме ятарлă оборудовани — «пингвинсем» тата меллĕ конькисем — пулăшĕç. Планра — тин кăна коньки сырнисене пăр çинче тăма вĕрентекен тренерсен ĕçне йĕркелесе ярасси те. Ача-пăча юртан тунă пысăк сăрт çинче те ярăнса киленĕ. Хула катокне арт-объектсем те капăрлатĕç. Варринче çутă туннель евĕр пĕр-пĕринпе гирляндăсемпе çыхăннă 8 арка вырнаçтарĕç.

Республикăри чи пысăк катока раштавăн 15-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитермелле. Ĕçсем паянтан тытăнмалла. 

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: