Комментари хушас

26 Чÿк, 2018

Тутарстанри чăваша хисеплесе асăну хăми вырнаçтарасшăн

Тутарстанри Пăва уесӗнчи Чăваш Киштек ялӗнче 1889 çулта çуралнă Георгий Савандеев (сăн ÿкерчĕкре) пирки вăл тăрăхри ентешĕмĕрсем чăвашсене ертсе пынă тӗлӗнмелле пултаруллă çынсенчен пĕри тесе хаклаççĕ. Йăхташăмăр çуралнăранпа килес çул 130 çул çитет. Çавна май унăн ентешĕсем тăван ялĕнче асăну хăми вырнаçтарасшăн.

Георгий Савандеев Пӗрремӗш тӗнче вăрçине хутшăннă. Тухăç фрончӗн Реввоенсовет политотделӗнчи чăваш уйрăмне ертсе пынă. Чӗмпӗр губкомӗнче педагогсен канашӗн председателӗ пулнă. 1921 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхӗччен Чăваш облаçӗн РКП(б) комитетӗнче яваплă (пӗрремӗш) секретарь пулса ӗçленӗ. «Çӗнӗ пурнăç» хаçат редакторӗнче тăрăшнă. 1937 çулта репресси авăрне лекнĕ. 

Тутарстанри Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн канашлăвӗнче ентеше хисеплесе Хисеп хăми вырнаçтарма йышăннă. "Палăклăх пухăнсан – бюстне те уçма пулать. Атьăр, туссем, тăрăшар!" - вăл тăрăхрисен шухăш-ĕмĕчĕпе  "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине Тутарстанри чăвашсен "Сувар" хаçачĕн тĕп редакторĕ Константин Малышев тата Виталий Яковлев хастар паллаштарчĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: