Комментари хушас

28 Чÿк, 2018

Вилĕмрен çăлнăшăн наградăланă

Ĕнер Чулхулара РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакансене патшалăх наградисем панă.

Телейлисен йышĕнче Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнчи Елизавета Сергеева та пулнă. Вăл «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медале тивĕçнĕ.

Кĕтмен инкек 2015 çулхи утă уйăхĕнче пулса иртнĕ. Çак кун Альбина Фомина кăвакалсене пĕвене хăваласа кайнă. Сасартăк вăл шыва шуçса ÿкнĕ, ишме пĕлменскер путма тытăннă. Çакна чÿречерен асăрханă Екатерина Сергеева хăвăрт чупса тухнă. Тăхтаса тăмасăр шыва чăмнă, хĕрарăма çÿçĕнчен ярса тытса çыран хĕррине туртса кăларнă, пĕрремĕш пулăшу панă. Пĕве хĕррине чупса çитнĕ çынсем васкавлă пулăшу чĕнтернĕ. Çапла майпа инкеке лекнине вилĕмрен çăлнă. Сăмах май, Елизавета Сергеева хăй те пенсионер, çапах çивĕч лару-тăрура çухалса кайман, тĕрĕс йышăну тунă. Çамрăксемшĕн вăл чăннипех ырă тĕслĕх.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: