Комментари хушас

28 Чÿк, 2018

Курмăш-илтмĕш туни те преступленипе тан

«Наркотик суту-илĕвĕнче питĕ пысăк укçа çаврăнать – вун-вун миллион тенкĕ. Саккунсăр çак бизнес çавăнпа чылайăшне илĕртет те. Анчах эпир çак пулăмпа ăнăçлă кĕрешнĕ, малашне те çине тăрса кĕрешĕпĕр», — Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссии ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каласа пуçларĕ. Çапах хăех палăртрĕ: ку сферăра ĕçлемелли пайтах-ха. Чи кирли — тивĕçлĕ сигналсене курмăш-илтмĕш туманни, çапла майпа çеç йĕрке тума май пулĕ.

Çитменлĕхсем пурри наркотиксемпе усă куракан çынсене реабилитацилессипе тата ресоциализацилессипе çыхăннă ĕçе тишкерсе хакланă май куçкĕрет палăрчĕ. Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Лариса Арсентьева пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ĕç валли пĕлтĕр 176 пин тенкĕ уйăрнă, 10 çынна реабилитаци енĕпе пулăшу кÿнĕ. Кăçал укçа виçи пысăкрах — 352 пин тенкĕ. Анчах усă курнин виçи пĕчĕк — пĕтĕмпе те 158 пинне кăна тăкакланă.

Реабилитаци ĕçне хăйсем çине илекен общество организацийĕсем тĕлĕшпе те ыйтусем пур. Унашкаллисем пĕтĕмпе те иккĕ кăна пулнă. Пĕри пĕлтĕр 1 çынна пулăшу кÿнĕ, паян вăл ку енĕпе ĕçлемест ĕнтĕ. 

Вырăнсенчи ĕçлев центрĕсем наркотиксемпе туслашнисене ресоциализацилес енĕпе аван ĕçленине палăртмалла. Ку еннĕпе наркодиспансерпа, Сывлăх сыхлавĕн министерствипе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Калăпăр, наркотик тыткăнĕнче пулнă, колонисенчен ирĕке тухнă 116 çынран 86-шне ĕçпе тивĕçтерниех — мĕнешкел усă.

Апла пулин те - çак ĕç çителĕксĕр. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин наркомансен реабилитацийĕ валли уйăракан ахаль те пысăк мар укçапа та пулин усă курайманнипе пушшех кăмăлăсăр. Районсенче 2-3 пин тенкĕ кăна пăхса хăвараççĕ, ăна та пулин ĕçе ямаççĕ. 

Ăнăçлă реабилитацие вара саккунсенчи çитменлĕхсем те ура хураççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх, наркотиксемпе усă куракансен республикăри шута илнĕ йышĕ 1,6 пине яхăн çынпа танлашать. Наркоманипе чирлисем — 734 çын. Юлашкинчен асăннисем реабилитацире пулма тивĕç. Анчах çак йышăн чĕрĕкĕнчен ытларах пайĕ кăна тивĕçлĕ пулăшу илнĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: