Комментари хушас

7 Раштав, 2018

Пирĕн юратнă Нарспи юбилейне уявларĕ

Пирĕн юратнă Нарспи. Чăннипех çапла шутлатпăр Раççей халăх артистки, ЧР Патшалăх, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Ен комсомол премийĕсен лауреачĕ, Çĕрпÿ районĕн хисеплĕ гражданинĕ Нина Григорьева пирки.

Паян унăн — юбилей. Çавна май К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Юбиляра ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев, Чăваш академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев, тăван театрта пĕрле ĕçлекенĕсем тата республикăри профессионал театрсенчи ĕçтешĕсем, ентешĕсем — Çĕрпÿ район ертÿлĕхĕ тата унти пултарулăх коллективĕ — саламларĕç.

Чечек çыххисемпе парнесем йышăнма кăна тивмерĕ çак каç халăх юратакан артисткăна. Вăл «Чикагори кукаçин пурлăхĕ» /В.Ляпин/ спектакльти Надежда Константиновнăн ролĕнче те вылярĕ.

Аса илтерер: Нина Григорьева 1938 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкассинче çуралнă. 1961 çулта ГИТИС пĕтернĕ, çавăнтанпа — Чăваш театрĕн сцени çинче. Вун-вун, çĕр-çĕр роль калăпланă. Паллăраххисем: Джульетта /«Ромеопа Джульетта»/, Лариса /«Парнесĕр хĕр»/, Лидия Павловна /«Аркатакансем»/, миссис Форд /«Ашкăнчăк инкесем»/, Нарспи /«Нарспи»/, Илем /«Телейпе Илем»/, Селиме /«Хура çăкăр»/ тата ытти те.

Сцена çинче вылянисĕр пуçне Нина Григорьева педагогика ĕçĕнче те палăрнă — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче актер ăсталăхĕпе режсиссура кафедринче ĕçленĕ. 1986-1996 çулсенче ЧР Театр деятелĕсен союзне ертсе пынă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Автор: