Комментари хушас

11 Раштав, 2018

Хĕл Мучи резиденцийĕ раштав вĕçĕнче уçăлĕ

Çĕнĕ çул — асамлă уяв. Унăн хăйне евĕр тĕлĕнтермĕшĕсене курса киленме вара уйрăм хутлăхра пушшех аван. Çакна шута илсе Шупашкарта Хĕл Мучи резиденцине йĕркелесси йăлан кĕнĕ. Кĕçех, раштавăн 29-мĕшĕнче, унăн алăкĕ черетлĕ хут уçăлĕ. Кăрлачăн 7-мĕшĕчченех ĕçлĕ вăл.

Йăлтăркка тĕрлĕ теттепе илĕртекен чăрăш, ун таврашĕнчи çутатакан гирлянда, тĕрлĕ сувенир Хĕрлĕ лапамра вырнаçакан Резиденцире кашни хăнана илĕртĕ. Ача-пăча кăмăлне вара уйрăмах асамлă уяв хуçипе Хĕл Мучипе калаçасси, сăн ÿкерĕнесси хăпартлантарĕ. Юр пикепе Юр кĕлетке те шăпăлансен чунне çывăх йăпану шухăшласа тупасси иккĕлентермест.

Резиденцие К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе юнашар йĕркелеме палăртнă. Вăл палăртнă çÿлерех палăртнă тапхăрта куллен 10 сехетрен пуçласа 21 сехетчен ĕçлĕ.

Асăнса хăварни вырăнлă: Шупашкарти Хĕл Мучи резиденцине ăна йĕркеленĕ 10 çулта Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнчен 10 пин ытла хăна килсе курнă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. 

Рубрика: