Комментари хушас

11 Раштав, 2018

Мускавран тухнă самолета Шупашкарти аэропорт йышăнайман

Ĕнерхи япăх çанталăка пула Шупашкарти аэропортра çĕршывăн тĕп хулинчи «Внуково» аэропортран вĕçсе килнĕ самолета анса ларма май пулман. «Победа» авиакомпанин DP457 борчĕ Мускава каялла таврăннă.

Самолетăн каçхи 21:20 сехетре Шупашкарта анса лармалла пулнă, анчах республикăн аэропорчĕ чăрмава пула рейса йышăнайман.

«Победа» авиакомпанин сайтĕнче Шупашкара тепĕр хут вĕçекен самолет 22:45-ре тухса вырăна 23:45 сехетре çитессине пĕлтернĕ. Рейс Мускава каялла та кая юлса тухассине палăртнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. «Победа» авиакомпани сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.