Комментари хушас

11 Раштав, 2018

Шупашкарта «IT-Link» форум иртет

«Шупашкар—арена» пăр керменĕ паян пурнăçри çĕнĕ технологисен хăйне евĕр центрне çаврăнчĕ. Шăпах кунта регионсен хушшинчи «IT-Link» форума хутшăнакансем пуçтарăнчĕç. Регион экономикине информаци тĕлĕшĕнчен аталантарассине сÿтсе яваççĕ вĕсем.

Форум кăçалхипе пиллĕкмĕш хутчен иртет. Çак тапхăрта информаци çĕнĕ технологийĕсен тĕлĕшпе иртекен чи пысăк мероприятие çаврăнма та ĕлкĕрнĕ вăл. Чăваш Енри кăна мар, Раççейри специалистсем хутшăнаççĕ унта.

Обществăра та, бизнесра та, влаç тытăмĕнче те информаци çĕнĕ технологийĕсем кирлĕ паян. Çĕршывра та, тĕнчре те тĕрлĕ улшăну пулса иртнĕ май «цифра экономики» ăнлав пурнăçа кĕчĕ, — терĕ «Инфолинк» компани ертÿçи Владимир Сивов форума уçнă май.

Ку ыйту пĕрре пăхсан çĕнĕ технологисемпе ĕçлекенсемшĕн çеç çывăх пек туйăнать-тĕр. Аплах мар-ха. Пурнăç аталаннă май кашниншĕн çывăх паян IT-технологисем. Калăпăр, чылайăшĕ паян ку е вăл ыйтăва патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă татса парать. Республикăра пурăнакансен 68 проценчĕ регистрациленнĕ унта. Ача укçипе е тата çамрăк çемьесене тивĕçекен çăмăллăхсемпе çыхăннă ыйтусене татса парасси чылай чухне электрон майпа пурнăçланать.

Кÿршĕ регионсемпе танлаштарсан, икĕ çул каяллах ют çĕршыври информаци тытăмĕсене хамăр çĕршывра туса кăларнисемпе улăштарма тытăннă эпир. Пĕлтĕр республикăри влаç органĕсен сайчĕсене çĕнетме пуçларăмăр. Ĕнер кăна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вĕçлерĕмĕр ку ĕçе. Пирĕн умра пысăк тĕллев — хамăрăн программăсемпе усă курасси — тăнине лайăх ăнланатпăр эпир, — палăртрĕ ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов.

«Цифра экономики» программа йышăннăранпа вĕрентÿ тытăмĕнче те хăйне май ыйтусем сиксе тухнине пытармарĕ ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Кудряшов. Ара, опытлă специалистсем кирлĕ-çке. Ку тĕлĕшпе асапланатпăр теме çук. Ачасем валли «Кванториум» та уçăлчĕ акă. ИТ технологийĕсемпе çыхăннă центр татах та пулĕ-ха. 2019 çулта республика цифра вĕрентĕвне аталантарма пысăк пулăшăва та тивĕçмелле.

Журналистсемпе блогерсен хушшинче кăçал пĕрремĕш хутчен «Чувашия онлайн» конкурс ирттернĕччĕ информполитика министерстви. Унăн çĕнтерÿçисене шăпах форумра чысларĕç те. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтешсем те пур. «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Нина Царыгина «Манăн професси — ИТ» номинацире иккĕмĕш вырăна тухнă. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат корреспонденчĕ Татьяна Наумова «Информаци хăрушсăр тытăмĕ» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.