Комментари хушас

13 Раштав, 2018

Демографие тĕревлессинчен пуçласа экспорта вăйлатасси таран

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн кĕçнерникунхи ларăвне республика ертÿçи Михаил Игнатьев кăмăллă хыпартан пуçларĕ: Раççей Правительстви ĕç тухăçлăхĕшĕн 37 региона укçан хавхалантарма йышăннă – 16 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çак йышра Чăваш Ен те пур – 127 миллион тенкĕ илетпĕр.

«Эпир çак укçа пуласса кĕтменччĕ те…» — пытармарĕ Михаил Василььевич. Тин çеç экономика аталанăвĕн, налук пухмалли кăтартусен ÿсĕмĕшĕн 193 миллион тенке яхăн «преми» илнине шута илсен — пушшех. ЧР Пуçлăхĕ хушма укçапа вĕренÿ организацийĕсен, чи малтанах професси параканнисен пурлăх базине çирĕплетме усă курассине палăртрĕ.

Ларăвăн кун йĕркинче вара — наци проекчĕсене, регионăн вĕсене пурнăçлассипе çыхăннă программисене тÿрре кăлармалли ыйтусем. Нацпроектсем тенĕрен, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, вĕсене пурнăçламашкăн ултă çулта Чăваш Ен мĕн пур çăл куçран пĕтĕмпе 247 миллиард тенкĕ хывать. Пысăк пайĕ, паллах, федераци бюджечĕн укçи.

Демографипе çыхăннă проект хăех мĕнешкел анлă! Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев проект паспорчĕпе паллаштарнă май пĕрремĕш ачашăн çуллен 2,2 пин çынна тÿлевпе тивĕçтерессине çирĕплетрĕ. 2024 çулччен республикăра 24 садик тума палăртнă — çакă та çынсене ача çуратма хавхалантармалла. 15 ача сачĕ çитес çулах хута каймалла.

Çапах ача çуратассине ÿстерес тĕлĕшпе, ЧР Пуçлăхĕн шучĕпе, çамрăксене тивĕçлĕ воспитани панин витĕмĕ те пысăк. 

Сывлăх сыхлавĕн нацпроекчĕпе çыхăннă ĕçсене тишкернĕ май та ача çуратассин ыйтăвĕ çĕкленчĕ. Михаил Игнатьев ЭКО мелĕн тухăçлăхĕ пирки иккĕленчĕ: укçа нумай тăкаклатпăр, анчах хайхи тухăçлăх 30% шайĕнче кăна иккен. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ çакнашкал цифра пĕтĕм Раççейшĕн кăтартулли пирки каларĕ, çийĕнчен халь ЭКОн çĕнĕ технологине ĕçе кĕртеççĕ — кăтарту лайăхланмалла. Çийĕнчен Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров та сăмах хушрĕ: тухăçлăх пĕчĕкки, паллах, врачсен айăпĕ мар, ку — наука ыйтăвĕ, вăл вара малаллах аталанать. Çавна май хайхи тухăçлăх та пысăкланĕ. 

Сывлăх сыхлавĕнче вара ытти тĕллев те пайтах. Тĕп вырăнта — çынсем вилессине чакарасси, пурнăç тăршшĕне ÿстересси. Сăмах май, республикăра нумай çул пурăнакансен йышĕ пысăклансах пырать. 100 çул чикки урлă ярса пуснисен йышĕ паян 100 çынпа танлашать.

Онкологи чирĕсемпе кĕрешес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулĕ. Чире маларах тупса палăртни нумай çын пурнăçне çăлса хăварма май парĕ. Министр çитес çул тĕп хулара çĕнĕ поликлиника хута каяссине çирĕплетрĕ. Ялсем пирки те манман. Çĕнĕ ФАПсем пулĕç, çийĕнчен куçса çÿрекен 18 медицина комплексĕ туянма палăртнă. 5 комплекс раштав уйăхĕнчех килсе çитмелле. Больницăсен çумĕнче 6 вертолет площадки йĕркелеççĕ — санитари авиацине аталантарасшăн. Çакă та медпулăшу васкавлăхне тивĕçтерме май парĕ.

Ачасен сывлăхне упрасси — анлă ĕçĕн тепĕр енĕ. Ку енĕпе Шупашкарти ачасен инфекци больницин хушма çĕнĕ корпусне туни — чăннипех пысăк утăм. 

Михаил Игнатьев медицинăри кадрсен ыйтăвĕпе кăсăкланчĕ. Ку енĕпе хăш-пĕр муниципалитет хăй тĕллĕн те ĕçлет. Çĕнĕ Шупашкарта, сăмахран, врачсене хваттер параççĕ. 

ЧПУ ректорĕн Андрей Александровăн вара ку ыйтупа та сĕнÿ пур: шкулсенчи медицина класĕсемпе çине тăрарах ĕçлемелле. Шупашкарти 2-мĕш лицейра çавнашкал класс пур та — çуллен 20-25 яшпа хĕр медицина факультетне вĕренме кĕрет иккен. 

Республика Пуçлăхне проектра Чăваш Енри больницăсенче çулталăкра ют çĕршывсен 70 çыннине кăна медпулăшу кÿме палăртни те çырлахтармарĕ: «Пирĕн пысăк шайра пулăшу кÿме пултаркан клиникăсем пайтах. Чикĕ леш енчипе танлаштарсан вĕсен пулăшăвĕ чылай йÿнĕрех. Яппунсем кунти стоматологи клиникинче пулса тĕлĕннĕ — тĕнче шайĕ! Вĕсем те кунта шăл юсама хатĕр». Чăваш Енĕн «тĕп врачĕ» асăннă цифрăна пысăклатма шантарчĕ.

Стратеги канашĕн членĕсем экологие лайăхлатмалли, автоçулсем тумалли, цифра экономикине, экспорта аталантармалли проектсене, ытти программăна тишкерчĕç. Кашни документ хыçĕнче — анлă ĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: