Комментари хушас

17 Раштав, 2018

Хытă каяшсем çав-çавах калаçтараççĕ

Республика йăлари хытă каяшсемпе ĕçлемелли çĕнĕ йĕрке çине юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса куçрĕ. «Лайăх пуçларăмăр», — терĕ кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Анчах татса паман ыйту нумай, халăхра кăмăлсăрлăх та пысăк — шăпах çавăнпа темăна ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тишкерчĕç. Çивĕч калаçу пулчĕ.

Калăпăр, чылай ялта каяшсене хальлĕхе турттарса тухмаççĕ, анчах регион операторĕ, «Экоцентр» МВК, çынсене квитанцисем ярса парать. Тÿлеве кашни çын пуçне тесе палăртнă, çав вăхăтрах хăшĕсем патне каяшсен калăпăшĕшĕн тÿлев ыйтакан хутсем те килеççĕ. Çакнашкал ыйтусем пайтах. Михаил Игнатьевăн провокаторсем ĕçе ятарласа ура хумаççĕ-ши текен иккĕленÿ те пур. Ун шучĕпе, кунта регион операторĕ услам илес тĕллеве тĕпе хуни те палăрать. Каяшсен ыйтăвне татса парас енĕпе ĕçленĕ май тупăша мала хуни вырăнсăррине регион ертÿçи тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов палăртнă тăрăх, пуринче те ятарлă площадка туман-ха, контейнерсемпе те тивĕçтермен. Пĕр вырăн йĕркелеме 20-25 пин тенкĕ кирлĕ-мĕн, пĕтĕмпе — 200 миллион тенкĕ патнелле.

Укçа пухасси — уйрăм ыйту. Юпа уйăхĕшĕн тÿлевсен 40% кăна, 33 миллион тенкĕ, пухнă. «Экоцентр» гендиректорĕ Виктор Лагуновский çак виçене ÿстерсе пырассине çирĕплетрĕ-ха, анчах çакнашкал ĕç тивĕçтерменнине Михаил Васильевич пайăррăн палăртрĕ.

Ун шучĕпе, халăхра ыйту нумай, анчах хуравĕсем çук. Регион операторĕ вĕсене хуравлама та васкамасть. Тепĕр тесен кăмăлсăрлăх ун тĕлĕшпе кăна та мар. Сăмахран, каяшсемшĕн укçа хывнă чух комисси тÿлевĕ пысăкки. Перекет банкĕ урлă тÿлесен — 20, почта урлă — 10 тенкĕ. Çапла вара хваттерте е çуртра пĕр çын пурăнать пулсан унăн 74 тенкĕ укçа куçарас тесен тата 20 тенкĕ тăкакламалла. «Аплă тăк уншăн хайхи тариф 94 тенке кайса ларать!» - кăмăлсăрлăхне пытармарĕ республика Пуçлăхĕ.

Кун пирки Перекет банкĕн уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Мускавран хурав кĕтни пирки пĕлтерчĕ — банкăн асăннă комиссийĕ чакас шанăç пур. Почта енчен те унашкал йышăну пулать-тĕр: Раççей почтин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Владимир Тимофеев та «çÿле» кун пирки çыру çырнине палăртрĕ. Михаил Игнатьев шучĕпе, «комисси 5, 3 е 1 тенкĕ кăна пулмалла. Е – вуçех те пулмалла мар».

www.hypar.ru

Рубрика: