Комментари хушас

18 Раштав, 2018

Юн ĕçен чĕр чун ял-йыша сăтăр кÿрет

«Хыпар» Издательство çуртне Етĕрне районĕнчи Ирçерен начар хыпар пĕлтерчĕç: ял-йыш пĕлмен тискер чĕр чун раштавăн 7-мĕшĕнче, çĕрле, лупас айĕнчи пилĕк качакана пăвса вĕлернĕ, юнне ĕçнĕ.
— Ашне тĕкĕнмен, тирĕ тата алăк çине чĕрне йĕрĕсене хăварнă, — пĕлтерчĕ Ирçе ял тăрăхĕн администрацийĕн çамрăксене çар учетне илекен специалисчĕ Марина Васильева. — Чÿк-раштав уйăхĕсенче вăл Ирçери вунă кил хуçалăхĕнчи сурăх-качакана, хур-кăвакала, кролике вĕлерсе юнне ĕçнĕ, какайне çимен. Ял-йыша тăкак мĕн чухлĕ кÿнине шутламан, сăтăр çинчен район администрацине пĕлтернĕ.
Качака хуçи раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче ăна картишне тухсан курнă. «Унăн кайри урисем малтинчен вăрăмрах, пĕр метр çурă çÿллĕш карта урлă сиксе каçрĕ те тарчĕ», — тенĕ.
Выльăха мĕнле чĕр чун тапăннă-ши? Ыйтăва Альберт Ластухин биолога патăм.
— Ăна ÿкерсе е туллин каласа парайманран тата эпĕ йĕрне курманран хăш чĕр чун яла «хăнана» пынине калама йывăр, — хуравларĕ вăл. — Тилĕ мар — вăл сурăха е качакана пăвса вĕлереймест. Кашкăр мар — кĕркунне е хĕлле ушкăнпа кăна çÿрет. Йытă е йытăпа кашкăр гибричĕ кĕме пултарнă…
— Ку информацие пуçласа сирĕнтен илтрĕм, — хуравларĕ телефонпа ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствин чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекен патшалăх инспекторĕ Сергей Карпунин, Етĕрне районĕшĕн яваплăскер. — Ман пата Ирçе ял тăрăхĕн администрацийĕнчен телефонпа шăнкăравласа инкек çинчен систермен. Вырăна çитсе йĕрĕсене пăхмасăр хăш чĕр чун сарăп тунине калаймастăп.
Паллах, ял çыннисем тăкак курасшăн мар. Сиен кÿрекен чĕр чуна тытма вĕсене республикăн чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекен дирекцийĕн пулăшмалла. Ирçесен ыйтăвне ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствине çитерĕпĕр. Дирекци ял-йыша еплерех пулăшни çинчен хаçатăн çитес номерĕсенче пĕлтерĕпĕр. 

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.