Комментари хушас

18 Раштав, 2018

Бюджет каллех пысăкланчĕ

Паян Патшалăх Канашĕн черетлĕ 26-мĕш сессийĕ иртрĕ. 

Тĕп ыйту — республикăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртесси. Мускав чылай региона 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх хавхалантарма йышăннă. Чăваш Ене икĕ ăстрăмпа панă «премин» пĕтĕмĕшле виçи 319 миллион тенкĕ ытла. Финанс министрĕ Светлана Енилина çак укçапа мĕнле тĕллевсемпе усă курассине уçăмлатрĕ: професси вĕрентĕвĕн организацийĕсен пурлăх базине çирĕплетессинчен тытăнса çемьесене виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи тÿлесси, муниципалитетсене пулăшасси таранах.

Анчах «ялан хирĕçлекен» депутатсен хушшинче çак укçа усси пирки иккĕленекен те тупăнчĕ. Светлана Александровна пусăм тусах каларĕ: тĕрĕссипе, çак премипе влаçри çынсене хавхалантармашкăн та усă курма май пулнă, анчах республика ертÿлĕхĕ çапла туман, укçана çÿлерех палăртнă тĕллевсем валли яма йышăннă — апла тăк мĕн килĕшмест? Хайхи параламентари хуравлама сăмах тупаймарĕ. Палăртни вырăнлă: кăçалхи тăваттăмĕш тÿрлетÿ бюджетăн тупăш пайне 49,7 миллиард тенкĕрен те ирттерет – ку иртнĕ çулхинчен 13% нумайрах. Федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене каялла тавăрса памалла мар майпа уйăракан пулăшу 20,1 миллиард тенкĕпе танлашать, çак виçе те иртнĕ çулхинчен чĕрĕк чухлех пысăкрах.

Коммунистсен, эсерсен фракцийĕсен депутачĕсем бюджетра уйрăм тăкаксем валли укçа пăхса хăварманшăн кăмăлсăрланчĕç. Каллех Муркаш районĕнчи Кашмашри шкул хупăнни пирки ыйту çĕкленчĕ. Темиçе çĕрте нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсем патне газ çитерменни пирки ÿпкелеме пăхрĕç. Кашни ыйту тĕлĕшпе тивĕçлĕ хурав пулчĕ. Кашмашри шкул тĕлĕшпе, Александр Федотов вице-спикер пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕ строительство пуçармашкăн укçа уйăрас ыйтăва татса панă. Депутатсем асăннă вырăнсене газпа тивĕçтерес енĕпе те ĕçлеççĕ.

Газ тенĕрен, нумай ачаллисене панă мĕн пур лаптăка газпа тивĕçтересси хăвăрт пулмĕ. Ку ыйтупа сăмах илнĕ май республикăн «тĕп газовикĕ» Кияметдин Мифтахутдинов депутат хăйĕн парламентри хăш-пĕр ĕçтешне ÿпкелесе те илчĕ: «Хăй вăхăтĕнче эпĕ республикăн газ кĕртмелли программине вĕçлеме юраманни пирки асăрхаттарнăччĕ, çĕнĕ поселоксем те пулĕç тенĕччĕ — манпа килĕшмерĕр…» Паллах, газовиксем çак тăкаксене хăйсем çине туллин илме пултараймаççĕ. Авă, Вăрнар районĕнче нумай ачаллисене панă лаптăк патне газ илсе çитернĕ, анчах шантарнă 30 çурт вырăнне унта халь пĕтĕмпе те 4 пÿрт кăна иккен. Газ компанийĕ пăрăхсем тăсса тăкакланнă, расхута потребительсене газ сутса саплаштармалла — çакă тÿрре тухмасть. 

Самай хивре сÿтсе явнă хыççăн бюджета пысăклатакан тÿрлетÿсене ырларĕç, сасăланă май хирĕçлекен пулмарĕ, тытăнса тăнисем те — иккĕн çеç.

Унсăр пуçне тата теçетке ытла саккун проектне тишкерчĕç. Çав шутра — граждансем вăрмансемпе хăйсен нушисем валли усă курмалли йĕркене «тÿрлетекенни». Сăмах çынсене вăрмантан тÿннĕ-ÿкнĕ турат-йывăçа виçеллĕ илсе тухма ирĕк парасси пирки пырать. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çакнашкал ирĕк пулать. 

Депутатсем амăшĕн мухтавĕн паллине, «Анне» ятлăскере, туса хурассине çирĕплетрĕç. Вăл патшалăх наградисен рееестрне кĕрет, çавна май унпа наградăланисем çул çитсен «Ĕç ветеранĕ» ят илме пултарĕç. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев палăртнă тăрăх, ку нумай ачаллă хĕрарăмсемшĕн /5 е ытларах ача çуратса çитĕнтернисене чыслĕç/ пысăк пĕлтерĕшлĕ — чылайăшĕн ĕç стажĕ çителĕксĕр-çке. Сăмах май, паян республикăра награда илмелли критерисене тивĕçтерекен çынсен шучĕ 700 яхăнах. Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ пысăклансах пырать.

Сесси республикăра Волонтер çулталăкне мĕнле ирттернине пĕтĕмлетекен «Правительство сехечĕпе» вĕçленчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: