Комментари хушас

21 Раштав, 2018

Пирӗн лайӑх кӑтартусемшӗн ӗҫлемелле

Паян Правительство ҫуртӗнче ЧР Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин коллеги ларӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ.

Анлӑ ларура "Вӗрентӳ" наци проекта пурнӑҫа кӗртес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, 2018 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ. "Наци проектне пурнӑҫа кӗртме нухрат нумай уйӑратпӑр. Пирӗн лайӑх кӑтартусемшӗн тата пахалӑхшӑн ӗҫлемелле",- палӑртрӗ Михаил Васильевич. "Вӗрентӗве аталантармалли ҫӗнӗ формӑсем" федерацин патшалӑх автономи учрежденийӗн генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Антон Тимкин палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен лайӑх шкулсен топӗпе те, предмет олемпиадисене хутшӑнассипе те малтисен йышӗнче.

Кун пирки тӗплӗнрех - "Хыпарӑн" черетлӗ кӑларӑмӗнче.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: