Комментари хушас

27 Раштав, 2018

Мускавра — ёлкăра

Раштав уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем валли Мускавра Çĕнĕ çул уявĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕнче пурăнакан чи маттур шăпăрлансем пухăннă. Чăваш Енрен 4 ача кайнă.

Çамрăк хăнасем Мускав курса çÿренĕ, океанариумра пулнă. Паллашу каçĕнче кашни ушкăн хăйĕн регионĕпе, наци çи-пуçĕпе паллаштарнă. Мероприятире дискотека та, цирк та пулнă.

Мускаври «Мегаспорт» спорт керменĕнче «Аленький цветочек» шоу кăтартнă. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева саламланă.

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. Obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: