Комментари хушас

10 Кăрлач, 2019

Тусем нихăçан та йăлăхтармаççĕ

Тинĕс е сăрт-ту? Шупашкарта пурăнакан Ксения Шепилева пĕр шухăшламасăрах юлашкине суйлĕ. «Тусем мана чылай çĕннине вĕрентрĕç. Сăрт-тăва е юрататăн, е çук. Кăмăлламасăр май çук паллах», — палăртать пике. Вăл спорт туризмĕпе кăсăкланать. Тулли рюкзак, ту çине анса хăпармалли ятарлă хатĕр-хĕтĕр… Вĕсемсĕр çула тухмасть хĕр. Нумаях пулмасть Ксения Чăваш Ен пĕрлештернĕ командин йышĕнче Кăркăсстанри Тянь-Шань тăва парăнтарса Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ. Вăл командăри пĕртен-пĕр пике пулнă.

Палатка чутах çунман

Тусене юратасси мĕнрен пуçланнă-ха? Пилĕк çул каялла Ксения сăрт-ту çине хăпарассипе инте-ресленме тытăннă. Ун хыççăн çул çÿревсене çÿреме тытăннă вăл. Ăçта кăна çитмен-ши? Кавказа та, Алтая та. 2017 çулта Эльбруса парăнтарнă, пĕлтĕр — Грузири Казбека. Анчах пĕрремĕш поход нихăçан та асран тухмĕ. Ун чухне Ксения юлташĕсемпе пĕрле Челябинск облаçĕнче вырнаçнă «Таганай» наци паркне 4 кунлăха çул тытнă. Малтанах нимех те пĕлмен, йĕркеллĕ хатĕрленмен те, билетсене туяннă та палăртнă вырăна çитнĕ. Çанталăк уяр тăман, сивĕпе тăр-тăр чĕтренĕ çамрăк-сем. Лартнă палатка чутах çунса кайман. Çапах Ксения каланă тăрăх, ку вĕсене хăратман. Тусене юратасси те çакăнтан пуçланнă. Кайран пике черетлĕ похода 10 кунлăха кайнă. 2014 çулта вăл пуçласа Кăркăсстанри Тянь-Шань патне çитнĕ. Унти илемлĕ тавралăх пĕрре курсах кăмăла кайнă. Тăва парăнтарнă чухне вĕсем 1988 çулта Мускаври патшалăх университечĕн профессорĕсемпе студенчĕсем çакса хăварнă çырăва тупса вуланă. Вĕсем, ту çине хăпарнăскерсем, ун чухне çанталăк мĕнле тăнине, командăри çынсем хăйсене мĕнле туйнине çырнă.
Пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче Ксения тусĕсемпе пĕрле каллех Кăркăсстана çул тытнă. Хальхинче — Раççей кубокĕшĕн тупăшнă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче республикăри тĕрлĕ турист, сăрт-ту клубне çÿрекенсем — Григорий Львов, Владимир Атачкин, Сергей Мерзляков, Федор Ильин, Андрей Доронин, Максим Шарыпкин тата Ксения Шепилева — пулнă. 22 куна тăсăлнă походра вĕсем тĕрлĕ чăрмава парăнтарса 5281 метр çÿллĕшĕнче вырнаçнă Каракол çине хăпарнă. Нумаях пулмасть вара ырă хыпар пĕлтернĕ: асăннă ăмăртура пирĕн республикăн пĕрлештернĕ команди мала тухнă. Ку — тĕлĕнмелле çĕнтерÿ! «Паллах, эпир унта çĕнтерÿшĕн кайман, ку чи пĕлтерĕшли мар пирĕншĕн. Анчах мала тухни епле савăнăç! Чăваш Ен — сăрт-туллă мар. Спорт туризмĕ те вăйлах аталанман. Пирĕн ытти регионти пек хатĕрленме майсем çителĕксĕртерех. Алтайра, Кавказра пурăнакансен, сăмахран, автобуса лармалла çеç — темиçе сехетренех ту çинче. Пирĕн сăрт-тăва çитиччен пуйăспа 3 кун кайма тивет», — шухăшне палăртрĕ çамрăк. 2017 çулта пирĕн регионăн пĕрлештернĕ командин Алтайра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртура 4-мĕш вырăнпа çырлах-ма тивнĕ.
Ксения каланă тăрăх, 22 куна тăсăлнă поход çăмăлах иртмен, анчах интереслĕ пулнă. Пике 2016 çулта çÿренĕ вырăнсенче тепĕр хут пулнине аса илчĕ. Пĕр çĕрте темиçе хут çÿрени йăлăхтармасть-и ăна? «Пĕр сăрт-тăвах темиçе кайсан та кичем мар. Тусем нихăçан та йăлăхтармаççĕ. Кайран тăван хулана килсен вĕсемсĕр тунсăхлатăн. Черетлĕ походчен ырă аса илÿсемпе пурăнатăн», — йăл кулчĕ Ксения. Вăл çулталăкра икĕ хут похода тухса çÿрет. Ытларах чухне çу тата çурла уйăхĕсенче. Çавăнпа та çав вăхăтра отпуск илме тăрăшать. Ĕçрисем ăнланаççĕ, алă пама тăрăшаççĕ.
Çул çÿреве тухма укçа-тенки те сахал мар кирлĕ. Ара, пуйăспа та, самолетпа та çула тухма тивет. Пике шухăшĕпе, ун валли нухрат шеллемелле мар. «Калăпăр, çын холодильник туянасшăн, ун валли укçа пухса палăртнине тăватех. Çул çÿревре те çаплах. Сăрт-ту хыççăн Шупашкара таврăнсан укçа-тенкĕ çук пулсан та макăрса ларман. Çул çÿрев аса илĕвĕсем санпа ĕмĕрĕпех пурăнĕç вĕт. Сăрт-туран çĕнĕ çын пулса таврăнатăп. Çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Унта ирттернĕ пĕр кун уйăхпа танлашать. 2 эрне пурăнса килетĕн те Шупашкарта пĕр çулталăк пулман пек туйăнать», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Ксения çул çÿревре ятарлă тетраде шухăшĕсене çырма май тупать. Тăван тăрăха таврăнсан вулать те чунĕнче ăшă-ăшă, пурăнма вăй-хал хушăнать тейĕн.

Çула — телефонсăр

Сăрт-тăва кайма пĕрле мĕн илмелле? Чи кирли — ытлашши япала ан пултăр. Ăна темиçе кун йăтса утмалла вĕт! Чи малтанах рюкзака анса хăпармалли ятарлă хатĕр-хĕтĕр, вĕрен, кĕреçе, хуран чикеççĕ. Ăшă тумтирсĕр мĕнле? Вăл йывăр самантсенче пулăшать. Ара, ту çинче çанталăк кашни сехетре улшăнать вĕт. Ытларах чухне унта сивĕ. Тата… хĕвелтен сыхланмалли куçлăхсăр çула тухмалла мар. Похода мĕнле апат илсе каймаллине те малтанах палăртаççĕ. Ирхине, кăнтăрла, каçхине мĕн çимеллине уйăраççĕ. Сăрт-тура ăшă чейрен лайăххи нимĕн те çук тесен те йăнăш мар. Ăна хуранта вĕретсе ĕçеççĕ. Шыв çук тăк юрпа усă кураççĕ. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА. Ксения ШЕПИЛЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.