Комментари хушас

10 Jan, 2019 | Хула

Çĕнĕ çул уявĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Капăрлатнă чăрăша çÿп-çап купине ывăтма ан васкăр, ăна Шупашкарти А.Г. Николаев ячĕллĕ Ача-пăча паркне леçĕр!

Çак кану вырăнĕ хăйне евĕр акци йĕркеленĕ, унпа килĕшÿллĕн чĕрĕ чăрăшсене пухаççĕ. Акцие йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕр Çĕнĕ çул хырĕшĕн е чăрăшĕшĕн «Ковчег» чĕр чунсен кĕтесне тÿлевсĕр кайса курмашкăн пĕр билет парĕç. «Чăрăшран чĕр чунсем валли витамин хатĕрлеме, йывăç вольерсене хăтлăлатма-юсама та кирлĕ», — палăртнă парк директорĕ Георгий Богуславский. Акци нарăсăн 1-мĕшĕччен тăсăлĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Gov.cap.ru сайтран илнĕ сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: