Комментари хушас

14 Кăрлач, 2019

Арсений Тарасов: "Питĕ ĕçлес килетчĕ "Пионер сассинче"...

"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча хаçачĕн черетлĕ çуралнă кунĕ çитрĕ

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тантǎш" хаçачĕ "Пионер сасси" ятпа 1931 ҫулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче тухма пуҫланǎ. Унǎн пĕрремĕш редакторĕ Илья Максимович Алтын Баш (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) пулнǎ. "Тǎлǎх ӳснĕскер ачасен нушине лайǎх ǎнланнă", - хыпарлать хаçат корреспонденчĕ Лариса Петрова. "Чǎваш пионерĕсемпе ĕҫхалǎх ачисене социализмла строительствǎна кирлĕ таран хутшǎнтармалла!" - текен чĕнӳпе пуҫланнă хаҫат.

"Епле хаваслǎ кĕтсе илчĕ ǎна ача-пǎча. Кĕске вǎхǎтрах хаҫат тиражĕ те чылай ӳсет. Чухǎнччĕ редакци. Ачасем ҫинчен ҫырма пултаракан журналистсем сахал пулнǎ, укҫи те ҫитмен. Ҫапах пур пĕр ĕҫленĕ. Алла усман. Йывǎрлǎхран тухма тǎрǎшнǎ, малашлǎх пирки ĕмĕтленнĕ. Сывлǎха та шеллемен", - аса илнĕ Илья Максимович ача-пăча редакцийĕн пуçламăш пуçламăш утăмĕсене.

Ĕнерхи "Пионер сасси", паянхи "Тантăш" хаçат нумай çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Вĕсен йышĕнче ятлă-сумлă та пултаруллă çыравçăсем те пур. Акă еплерех аса илет Арсений ТАРАСОВ (аялти сăн ÿкерчĕкре) çыравçă, драматург, журналист Фейсбукри "Хыпар" издательство çурчĕн страницинче:

Питĕ ĕçлес килетчĕ "Пионер сассинче". Вĕреннĕ вăхăтра практикăра та пулнăччĕ. Кайран пĕр вăхăт Куславкка хаçатĕнче ĕçленĕ хыççăн кайрăм та Клим Сергеевич Сергеев (редакторччĕ) каларĕ: "Эс - Патăрьел, ман патăрьелсем ахаль те тăваттă: Юлия Силэм, Мария Пыркина (Мареева), Василий Кошкин (Кервен), Илья Журавлев".

"Пионер сасси" хаçата ох! мĕнле кĕтеттĕмĕр эпир. Ман унта ребуссем пичетленкелетчĕç. Вăл тухнă кун вара эп чăн-чăн геройччĕ, мана класран класа çýреттеретчĕç, ребус мĕнле тăвассипе мастер-классем ирттертеретчĕç.

Университета вĕренме кĕрсен пирĕн пĕтĕм ушкăн "Пионер сасси" çăлтăрĕсемччĕ: Лена Ефимова, Света Васильева, Света Осипова, Коля Галкин, Валерий Комиссаров, Валерий Алексеев, Борис Иванов, Зоя Спиридонова - пурне те асăнса пĕтереес те çук. Халь çакна çырнă чухне те хаçатăн типографи шăрши сăмсана кăтăкласа тăнăнах. Тавах ун чухнехи "Пионер сассине", хальхи " Тантăша" та ырă пурнăç-кун-çул сунатăп.

www.hypar.ru

 

 

 

Рубрика: 
Теги: