Комментари хушас

15 Кăрлач, 2019

Каникулта — Ача çурчĕн тулашĕнче

Хĕллехи каникул вăхăтĕнче республикăри ача çурчĕсен воспитанникĕсем лагерьсенче каннă, çемьесенче хăналаннă.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе пĕр килнĕ тапхăрта ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисем Раççей Çут ĕç министерствин, Федерацин Атăлçи округĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Елкисенче савăннă.

Кăрлачăн 2-12-мĕшĕсенче тăлăхсен çурчĕсенче пурăнакан 15 ача ăш пиллĕ çемьере хăналаннă. Ача çурчĕн стенисен тулашĕнче ирттернĕ кану лагерьте сывлăхне пиçĕхтернисене те килĕшнĕ.

Сăмах май, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин тытăмĕнчи организацисенче — ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă çул çитмен 57 ача.

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА. 

Теги: