Комментари хушас

15 Кăрлач, 2019

Шашкăлла выляса палăрнă

Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче кăрлачăн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин медалĕсене çĕнсе илессишĕн 18 çула çитмен çамрăксен хушшинче шашка ăмăртăвĕ иртнĕ.

Ăмăртусем республикăри чи вăйлă 38 шашкăçа пĕрлештернĕ. Тĕп хулари спортсменсем Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкартпа Красноармейски районĕсенчи тантăшĕсемпе тупăшнă. Мала тухассишĕн тăватă ÿсĕм категорийĕнче вылянă.

Виçĕ куна тăсăлнă ăмăртура палăрнă çĕнтерÿçĕсем диплом-медале тивĕçнĕ. 8 çула çитменнисен ушкăнĕнче Шупашкарти Марк Васильев, Софья Соловьева, Сергей Иванов, Анастасия Родионова, Роман Михопаров, Вера Моисеева мала тухнă.

9-11 çулсенчисен йышĕнче Шупашкарти Никита Михопаров, Çĕнĕ Шупашкарти Софья Артюшкина пĕрремĕшсем пулнă. Альберт Михайлов, Анна Кузьмина, Вадим Флейшер, Софья Алеева та çак ÿсĕмрех палăрнă.

12-14 çулсенчи арçын ачасен йышĕнче 1-мĕш вырăна — Роман Куприянов, 2-мĕшне — Артем Лыжев, 3-мĕшне Иван Осипов йышăннă. Çак ÿсĕмри Анастасия Павлова хĕрачасен хушшинче тупăшса «ылтăнлă» пулнă.

Чи аслисен, 15-18-тисен, ÿсĕмĕнче ылтăнпа кĕмĕл медальсене Красноармейски районĕнчи Валерий Дмитриевпа Шупашкар районĕнчи Денис Гурьев тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: