Комментари хушас

16 Кăрлач, 2019

Акăлчансен мультфильмĕ чăвашла калаçать

Акăлчансен "Свинка Пеппа" мультфильмне чăвашла куçарнă. Ăна вĕсем "Пеппа сыснаçка" тенĕ. "Idel.Реалии" сайтра Эрсубай Янгаров  пĕлтернĕ тăрăх,  мультфильмăн çичĕ серине хальлĕхе чăвашлатнă. Вĕсене тĕнче тетелĕнчи "Медиа-контент на чувашском языке" лапамра пăхма пулать.

Мультфильма чăвашла куçарас ĕçе пуçарса йĕркелесе пыраканни - Киевра çуралнă, вырăс тата белорус юнĕллĕ Артём Федоринчик лингвист. Пĕлтĕртенпе Артём Шупашкарти Вĕренÿ институчĕн Наци пĕлĕвĕн центрĕнче ĕçлет.

Акăлчан мультфильмне чăвашлатма Александр Блинов лингвист-полиглот ертсе пыракан "Хавал" чăваш халăх организацийĕн хастарĕсем те пулăшнă. Александр Блиновăн "Ăнăçу чĕлхи" лингвистика шкулĕнче вĕрентекен Марина Андреева, сăмахран, текста куçарнă. Ольга Шарипова (вăл - куçару редакторĕ)  хĕрарăм сăнарĕсене вуланă,  Дмитрий Степанов - арçынсенне. 

www.hypar.ru

 

Рубрика: